Мускавран - Калининăна: çĕнтерÿпе!

28 Ака, 2015

Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулти саккăрмĕш класра вĕренекен кадетсем Пĕтĕм Раççейри смотрпа строй тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнни çинчен çитнĕ савăнăçлă хыпар шкул коллективне кăна мар, пĕтĕм района хавхалантарчĕ. Ара, 32 команда хушшинче малти пулма пĕртте çăмăл мар вĕт. Ку шкул виçĕ çул каялла та çĕнтерÿçĕсен йышне лекме тивĕçнĕччĕ, эппин, хальхи пысăк ÿсĕм ăнсăртран мар.

- Район, республика чысне ямарăмăр, тăрăшса хатĕрленни харама каймарĕ. Ку çитĕнÿ пире малашне хавхалану кÿрĕ, - пĕлтерчĕ шкул директорĕ Т.Ефимова.

Паллах, вĕренекенсен отрядне Мускава çула тухма, тĕп хуламăрта ыттисемпе тан тупăшма район ертÿлĕхĕ, предприятисемпе организацисен ертÿçисем пысăк пулăшу кÿнĕ. Мускаври паллă ентешĕсем - çар çыннисем те шкул коллективĕн ăшă сăмахне тивĕçрĕç. Э.Васильев полковник Калинино салин ачасене 1-мĕш кадет корпусĕнче кĕтсе илнĕ, вĕренÿпе, кадетсен канăвĕпе паллаштарнă. Тĕп хуламăр тăрăх йĕркеленĕ экскурси пурин кăмăлне те кайнă. Вăрнарсен отрячĕ Хĕрлĕ тÿремре, Пуçтайăм сăртĕнче, Истори музейĕнче тата ытти паллă вырăнта пулса курнă, Курск пĕккинчи, Днепр çинчи çапăçусене, блокадăри Ленинграда, Берлина илнине халалланă диорамăсемпе паллашнă. Калинино салин кадечĕсемпе юнашар ку шкултан вĕренсе тухнă Михаил Григорьев генералпа Валерий Федоров адмирал пулнă, тупăшусенче хавхалантарнă. Киле таврăнас умĕн М.Григорьев хăйĕн генерал тумне тăван шкулне парнеленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Луиза Васильева сăнÿкерчĕкĕ.