Мускавра чăваш кросĕ иртет

1 Юпа, 2015

Мускавра пурăнакан чăвашсем кроса хатĕрленеççĕ. Октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Сокольники" паркра чăваш кросĕ пĕрремĕш хут иртĕ. Ăна Ардалион Игнатьев ячĕпе хисеплĕç.

Кросс ирттересси пирки Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков тата парк директорĕ Андрей Лапшин тĕлпулура калаçса татăлнă. Ăмăртăва тĕрлĕ ушкăнра ирттерме палăртнă. 14 çул тултарманнисем, 18-а çитменнисем, 50 çулчченхи хĕрарăмсемпе арçынсем тата аслăраххисем уйрăммăн тупăшĕç. Кроса хутшăнакансем 10 сехет тĕлне пухăнĕç. Ăмăрту 11 сехетре пуçланĕ.

Рубрика: