Мускавра «Çĕрпе Тÿпе чечекĕ» çеçке çурнă
3 Jul, 2015 | Культура

Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри чи лайăх кĕнеке» XXIV конкурсăн çĕнтерÿçисене июнĕн 25-28-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ «Раççей кĕнеки» фестивальте палăртнă.

Раççейĕн 50 регионĕнчен тата чикĕ леш енчи 5 çĕршывран килнĕ 222 издательство хушшинче пирĕнни те чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Çеçпĕл - Çĕрпе Тÿпе чечекĕ» /Сеспель – цветок Земли и Неба/ кĕнеке М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕн ятарлă дипломне тивĕçнĕ.

«Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмпа кун çути курнă кăларăмăн авторĕ - В.Г.Родионов профессор. Кунта вăл Çеçпĕл Мишшин уйрăм хайлавĕсене тĕпченипе пĕрлех поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне халăхăн обществăпа политика тĕнчекурăмĕпе пĕр тĕвве çыхăнтарса хакланă. Асаилÿсемпе тата архив докуменчĕсемпе анлăн усă курни сăвăçăн сăнарне тĕрлĕ енлĕн уçса пама май панă.

Конкурс йĕркелÿçисем «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» кăларăма «Отрасльте чи лайăххи» тесе палăртнă. Раççей Журналистсен союзĕн дипломне тивĕçме тата «Ылтăн çÿлĕк» çинче вырăн тупма пултарнăскер вăл çак кĕркунне «Вся Россия - 2015» пресса фестивальне хутшăнĕ.

Р.Прокопьева

Р.ПРОКОПЬЕВА