Мускав укçи республика аталанăвне тĕревлĕ

Çак кунсенче Мускавра çĕр-шыв ертÿçисем ирттернĕ сумлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ лару-канашлăва хутшăннă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне те тĕп хулара сÿтсе явнă темăсенчен, унти тĕл пулусенчен пуçларĕ. Çав тĕл пулусем Чăваш Ен аталанăвне, социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса парассине тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - республика экономикинче ырă туртăмсем пур, вăл ÿсĕм çулĕ çинче. Çынсен ĕç укçи те ÿсĕмлĕ - «111,5%, пĕлтĕрхинчен кая мар». Çав вăхăтрах ял хуçалăх сферинче йывăрлăхсăр мар. Иртнĕ çул çанталăк такăнтарнине кура М.Игнатьев кăçал агропромышленноç комплексĕ енĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ: «Хавшак хуçалăхсемпе кирлĕ ĕç пурнăçламалла, вĕсене ăнăçлă ĕçлекеннисемпе пĕрлештермелле. Ял хуçалăхĕ валли укçа уйăрнă - усă пулмалла». Бюджет сферин ĕçченĕсем шалу ÿсĕмне туйни куç кĕрет. Çав вăхăтрах, ЧР Пуçлăхĕн шухăшĕпе, тупăш пысăкланнине кура хăшĕсем килти хушма хуçалăха тытса пырассине пăрахаççĕ, апла тăк ĕçлес кăмăллă çынсене тупма тăрăшмалла.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Владимир Путин Президент РФ Патшалăх Канашĕн тата Наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен канашăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ, унта шăпах ял территорийĕсене аталантарас ыйтăва тишкернĕ. М.Игнатьев ялшăн социаллă сфера, ял хуçалăх производствин тата пĕчĕк бизнеса аталантарассин çул-йĕрĕсем тĕп вырăнта пулмалли çинчен каларĕ. Çак тĕллевпе 138 млн тенкĕ уйăраççĕ - «çав укçапа мĕнле усă курнине тимлĕ сăнаса тăмалла». Унччен ялта тĕпленекен çамрăксене кăна çурт-йĕр çавăрма кирлĕ укçан 70% таран парса пулăшнă, малашне çак çăмăллăхпа ыттисем те усă курма пултараççĕ. Нихăш сферăра та çакнашкал тĕрев çук, апла тăк унпа май пур таран усă курма тăрăшмалла.

Мускаври тĕл пулусенче ача сачĕсен строительствин ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă. Раççей Правительстви çакăн валли пĕтĕмпе 40 млрд тенкĕ уйăрма йышăннă. Чăваш Ен те пысăк укçа илет, 4,8 пин ытла ача валли садиксенче вырăнсем пулĕç. Иртнĕ çул усă курса ĕлкĕреймен укçана та параççĕ - ыйту татăлнă. Çапла вара федераци бюджетĕнчен пĕлтĕрхинчен ытларах укçа илĕпĕр.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти проекчĕсене пурнăçлама 20 млн тенкĕ пулать - çак укçапа шкулсен 25 спортзалне юсаса çĕнетмелле. Культура министрĕпе Чăваш автономийĕн тата Шупашкар юбилейĕсене хатĕрленсе ирттерес ыйтусемпе калаçнă. Культура валли 1,5 млрд тенкĕ уйăрмалла - пĕлтĕрхинчен 11% нумайрах. Унччен ялсенчи культура çурчĕсем валли Мускав укçа паман, кăçал федераци бюджетĕнчен укçа килмелле - 27 объекта юсама çитмелле. Тата 10 млн тенкĕ - куçса çÿрекен клубсем туянма, кустăрмаллă 4 клуб пулĕ. 55 млн тенкĕ - культура еткерне упраса хăвармалли мероприятисем валли. Çав шутра Шупашкарти Введени соборне, Çĕрпÿри Тихвин мăнастирне юсама укçа пулĕ.

Çавăн пекех спорт объекчĕсен строительствине те Мускав укçапа тĕревлĕ. Михаил Васильевич «Чăваш Ен спорт валли нихăçан та кун чухлĕ укçа илмен» тесех каларĕ. Çавна май Вăрнарти футбол уйне те туса пĕтермелле - «хамăрăн лайăх футбол команди пулмаллах». Çынсене юхăннă çуртсенчен куçарма та укçа уйăраççĕ. Кăçал 3,9 пине яхăн çынна çĕнĕ хваттерсене куçармалли, çуллен 48 пин м2 çурт-йĕр хута ямалли пирки каланă май М.Игнатьев хăш-пĕр муниципалитет ку енĕпе халĕ те контрактсем туманнине аса илтерчĕ, ку ĕçе вăраха яма юраманни пирки асăрхаттарчĕ.

Ларăвăн кун йĕрки çине куçнă май чи малтанах бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине татса пачĕç. ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова хăй ертсе пыракан тытăмăн 2011-2013 çулсенчи ĕçĕ çинчен отчет турĕ. Паллах, ЖКХпа çыхăннă ĕç тĕп вырăнта пулчĕ. Альбина Егоровна палăртнă тăрăх - кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿлевсен индексĕ 106,9% пулмалла. Паллах, ку виçе мĕн пур муниципалитетшăн кăтартуллă пулмĕ. Вăл ЖКХ сферинче уйрăм инвесторсем ытларах пулмалли çинче пусăм турĕ. Инвесторсен тăкакĕсене саплаштармалли йĕрке пуррине кура вĕсемшĕн çул уçă теме юрать.

2016 çултан тарифсене çулталăклăха мар, вăрахлăха палăртма пуçламалла. Тарифсен виçи пирки каланă май Чăваш Енре вĕсене пĕчĕкрех шайра тытма тăрăшнине те палăртрĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, электричество сечĕсемпе технологи енĕпе çыхăнмалли тарифсене палăрмаллах чакарнă. Электроэнергишĕн тÿлесси - регионта чи пĕчĕккисен шутĕнче. Вĕри шывшăн та округра чи сахал тÿлетпĕр.

Патшалăх саккасĕсене вырнаçтарассине лайăх йĕркелени укçа чылай перекетлеме пулăшнă. Анчах служба ертÿçи хăш-пĕр чух аукциона хутшăнакансем каварлашнине те пытармарĕ. Унашкал тĕслĕхсем пирки право хуралĕн органĕсене пĕлтернĕ май çавăн пек тĕслĕхсем палăрмаллах чакнă. Умри тĕллевсен шутĕнче Альбина Егоровна тÿрĕ кăмăллă конкуренцие çул парассине, коррупци саманчĕсене кăклассине, ĕç уççăнлăхне тивĕçтерессине асăнчĕ.

Ял çыннисене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва тепĕр хут та çĕклерĕç - вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов федерацин ял территорийĕсен аталанăвне тивĕçтермелли программипе килĕшÿллĕн уйăракан укçана валеçес ыйтупа сăмах илчĕ. 2014 çул валли - 145 млн тенкĕ ытларах. Çурринчен кăшт ытларах пайĕ - федераци укçи, ытти - республика бюджетĕнчен. Çак укçа 205 çемьене çурт-йĕрлĕ тума май парĕ. Халĕччен муниципалитетсен те хăйсен тÿпине хывмалла пулнă, малашне ку тиев вĕсем çине лекмест.

М.Игнатьев укçа илнĕ çынсем ялтах ĕçлесе пурăннине тĕрĕслесе тăмаллине аса илтерчĕ. Укçа илеççĕ те Мускава тапаççĕ - унашкалли пулмалла мар. С.Павлов палăртнă тăрăх - килĕшÿсенче çынсен хуçалăхра е предприятире пилĕк çул ĕçлемеллине çирĕплетнĕ. Пĕр хуçалăхра ĕçленĕ хыççăн теприне куçнă тĕслĕхсем пур - унашкаллисене «йĕрлес» мар терĕç, пур пĕрех ялта ĕçлеççĕ вĕт. Тепĕр самант пирки те сăмах пулчĕ: Сĕнтĕрвăрри районĕнче асăннă программăпа укçа илмешкĕн пĕр çынна та тупайман-мĕн. Шухăша яракан тĕслĕх.

Сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăна пурнăçлани çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова каласа пачĕ. Программа тĕллевĕ - çынсем вилессине чакарса демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Курăмлă кăтартусем пур, эппин, медицинăна пысăк укçа хывни сая кайман. Шел те, сывлăх сыхлавĕнче кадрсен çителĕксĕрлĕхĕ çав-çавах сисĕнет. Çавăнпах çамрăксене тĕллевлĕ майпа вĕрентес çул çине тăнă. М.Игнатьев вара пĕтĕмĕшле практика врачĕсем пирки сăмах пуçарчĕ. «Вĕсем универсаллă специалистсем тетпĕр, апла тăк çынсене те хăйсенех сиплемелле. Мана вара çав врачсем чирлисене ытти сиплев учрежденине ăсатаççĕ, çынсене йышăнмасăрах йышăннă пек кăтартса çыраççĕ тесе калаççĕ. Ĕç укçи ÿснĕ май медпулăшу пахалăхĕ те ÿсмелле. Тухтăрсен пуçлăха çаврăнмалла мар - ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ теейместĕп. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ иртен пуçласа каçчен мĕн тăвать - тĕрĕслемелле», - терĕ вăл. Шурă халатлисен ĕçĕнчи çитменлĕхсем пирки министрсене те калама ыйтрĕ те - лешсем шарламаннине кура сăмаха шÿте çавăрчĕ: «Сире черетсĕрех йышăнаççĕ пуль... Е больницăсене çÿреместĕр-и, пурте сывă-и?»

Сĕнтĕрвăрринчи 11, 28-мĕш профучилищĕсене пĕрлештерсе технологи техникумĕ туса хурас ыйту тавлаштармарĕ. Ку ĕçе оптимизаци программипе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ, ĕçлекенсен шучĕ 20 çын ытларах чакмалла. М.Игнатьев тĕп хулари спорт объекчĕсен строительствипе пайăррăн кăсăкланчĕ. Спорт министрĕ Сергей Мельников кашни объектри ĕçсемпе паллаштарчĕ-ха, апла пулин те Михаил Васильевич çывăх вăхăтра вĕсене хăй кайса курас кăмăлли пирки каларĕ. Пăр кермен, Шупашкарти ФОКсем, ытти объект - пурне те вăхăтра хута ямалла.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.