Мускав чăвашĕсем кросс чупнă

6 Чÿк, 2015

Мускавра чăваш халăхĕн паллă спортсменне, Олимп вăййисен бронза призерне Ардалион Игнатьева халалласа çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ чăвашсен пĕрремĕш кросĕ иртнĕ.

Çăмăл атлетика чупăвне Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительствипе Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. «Сокольники» парка сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 200 яхăн çын пухăннă. Спорт уявне килнисене Леонид Волков полпред, СССР спорт мастерĕ Валерий Дмитриев, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Олег Захаров тата спортăн тĕнче класлă мастерĕ Владимир Андреев саламланă. «Спорт - пурнăçăн пĕр пайĕ, вăл тĕрлĕ халăха - чăваша, вырăса, тутара т.ыт.те - пĕрлештерет. Чăвашсем ĕлĕкренпех спортпа туслă пулнă, уйрăмах çăмăл атлетикăна юратнă», - тенĕ Леонид Валерьевич спортсменсене старта тухма хавхалантарса. Кроса хутшăнакансем 7 ушкăна пайланса тĕрлĕ дистанцире ăмăртнă. Чи çамрăкки - 4 çулта, чи асли 75-ре пулнă. Пуринчен ытларах Мускава Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен килсе тĕпленнĕ Елена Пескова тĕлĕнтернĕ. 74 çулти хĕрарăм хăйĕнчен кĕçĕнреххисенчен те маттуртарах пулса ветерансен ушкăнĕнче çĕнтернĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх - чăвашсен кросне тепĕр çул та ирттерме палăртаççĕ.

Рубрика: