Мунчапа кăна дружиннике илĕртеймĕн

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Чăваш Республикинче правăна пăсасран сыхланмалли профилактика енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне уçнă чухне каланиех сăмах самай хивре пуласса систерчĕ: «Мĕн чухлĕ калаçатпăр — курăмлă улшăнусем çук...»

Чи малтанах граждансене йĕркелĕхе сыхлама явăçтарассипе çыхăннă ĕç-пуçа тишкерчĕç. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тĕрĕслев тата общество хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин палăртнă тăрăх — халăх йышне кура Чăваш Енре халăх дружинникĕсен шучĕ 358 çынран кая мар пулмалла. Ку енĕпе сивлемелли çук-ха: 26 дружина — 407 дружинник. Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче кăна йыш çителĕксĕртерех. Анчах дружинниксене хавхалантарас енĕпе ыйтусем пур. Хăшпĕр муниципалитет йĕркелĕхе тивĕçтерме хутшăнакансене тĕрлĕ çăмăллăх парса пулăшать — физкультурăпа спорт комплексĕсене, мунчана тÿлевсĕр çÿреме ирĕк параççĕ, Шупашкарта дружинниксем троллейбуспа тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Тĕрлĕ çĕрте дружинниксене тÿлекен укçа виçи тĕрлĕ — пĕр сехетшĕн 30-тан пуçласа 100 тенкĕ таран.

Хăшпĕр районта укçан хавхалантарасси çине алă сулнă теме те юрать. Елчĕк районĕнче, сăмахран, пĕтĕмпе те 5 пин тенкĕ кăна уйăрнă-мĕн. Хĕрлĕ Чутай районĕнче вара — пĕр пус та! «Çав районсен пуçлăхĕсем ыйтăва татса пама шантарнăччĕ, анчах нимĕн те туман», — пĕтĕмлетрĕ Алексей Метелкин. Тепĕр тесен хăшĕсем уйăрнă укçапа та туллин усă курмаççĕ. Темиçе район çитес çул валли дружинниксене тÿлеме сахал укçа пăхса хăварнă. Патăрьелсем тата Пăрачкавсем 5-шер пин тенкĕ кăна уйăрма палăртнă. Хĕрлĕ Чутайсем вара каллех ку статьяпа пĕр пус та тăкакласшăн мар.

Юрий Васильева ку килĕшмерĕ:

— Хăш район укçа уйăрман — пуçлăхĕсем паянах тивĕçлĕ ăнлантару çырĕç. Вăл çук, ку çитмест тенине итлесе йăлăхрăм. Тепĕр енчен, паян никам та тав сăмахĕшĕн ĕçлемĕ. Хисеп грамотишĕн те ĕçлемĕç. Грамотăшăн халь чиновниксем кăна ĕçлеççĕ. Йĕркеллĕ тÿлĕр — вара нимĕнле çăмăллăх та кирлĕ пулмĕ.

Метелкинран çаплах ыйтрĕ: «Эсир хăвăр обществăлла мунчана çÿретĕр-и?» Лешĕ «çÿретĕп» терĕ те — малалла тĕпчерĕ: «Унта лайăх-и?» Администраци ертÿçи дружинниксене мунчапа кăна илĕртме май çуккине ăнлантарасшăн пулчĕ ĕнтĕ. Вырăнсенчи влаçăн хăлăхсăр ертÿçисем шута илме тивĕç: Юрий Егорович Метелкина япăх ĕçлекеннисем пирки пĕлтерме хушрĕ те — вăл «çав пуçлăхсене пилĕк çеккунтра тивĕçлĕ воспитани парăп» тени чăннипех ахаль иртмессе пултарать.

Правăна пăсасран сыхланас тĕллевлĕ профилактика ĕçĕ çинчен Шалти ĕçсен министерствин полици пуçлăхĕн общество йĕркелĕхне сыхлас енĕпе ĕçлекен заместителĕ Валерий Жуковец доклад турĕ. Вăл та дружинниксен йышне пысăклатмалли çинче чарăнса тăчĕ. Çитес çулсенче республикăра хăна йышлă пуласси куçкĕрет. Спорт мероприятийĕсем, Шупашкар юбилейĕ, ытти уяв — йĕркелĕхе сыхлама хушма йыш кирлĕ пулатех. Сăмах май, кăçал дружинниксем хутшăннипе административлă правăна пăснин 2,3 пин тĕслĕхне уçса панă. Акă мĕншĕн Юрий Васильев халăх дружинникĕсен статусне ÿстермелли çинче те чарăнса тăчĕ: «Вĕсем хисеплĕ çынсем пулччăр. Хăшĕсем вĕсем çине «авă, «лайăх мар çын» пырать» тесе пÿрнепе тĕллесе кăтартаççĕ тĕк — ăнăçлă ĕç пулмĕ».

Валерий Жуковец кăçал Чăваш Енре уйрăмах йывăр преступленисен, çын вĕлернĕ, пурлăх вăрланă тĕслĕхсен шучĕ чакнине кăмăллăн палăртрĕ. Çул çитменнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ÿсĕрле тунă преступленисем те сахалланнă. Çапах ĕçкĕ ыйтăвĕ пурпĕр çивĕч. Çын вĕлернĕ тĕслĕхсен 87%, çын сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ тĕслĕхсен 82% — ÿсĕрле тунă преступленисем. Ÿсĕрсем йĕркене пăснин 47 пин ытла тĕслĕхне шута илнĕ, общество вырăнĕнче ÿсĕр пулнăшăн çынсене тытса чарнин шучĕ те питĕ пысăк — 38,3 пин. Валерий Иванович саккунсăр эрех суту-илĕвне /çав шутра — «фанфуриксем» те/ пÿлес енĕпе хăшпĕр çĕрте япăх ĕçленине районсене асăнсах çирĕплетрĕ. «Ÿсĕр преступленисем» Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче, Вăрмар, Красноармейски, Елчĕк, Шупашкар, Тăвай, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче нумайланнă.

Тепĕр самант: урамра, ытти общество вырăнĕнче тытса чарнă ÿсĕрсене ăсатмашкăн халь урăлтаркăчсем çук — медучрежденисене илсе каяççĕ. Кăçал 3,1 пин çынна «сипленĕ». Анчах штрафланă çынсен шучĕ чылай сахалрах иккен — 1,9 пин кăна. Мĕнле апла? Полици пуçлăхĕн заместителĕ уçăмлатрĕ: хăшĕсем кăшт урăлаççĕ те медучрежденисенчен протокол çыричченех хăйсем тĕллĕн тухса каяççĕ, теприсем вара хăйсен чăн ят-шывне мар, урăх çынсен ят-хушаматне пĕлтерсе хăвараççĕ — штраф шыраса илме çук.

Рецидивпа çыхăннă преступленисем енĕпе ĕç-пуç çивĕч. Кăçалхи вунă уйăхра маларах та уголовлă майпа явап тытнисем 4,3 пин ытла преступлени тунă. Ку — мĕнпур преступленин 58% яхăн. Акă мĕншĕн тĕрме-колонирен таврăнакансем тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстермелле. Валерий Жуковец çавăн пекех мобильнăй çыхăну хатĕрĕсемпе усă курса тата Интернет урлă çынсен укçине вăрланă е улталанă тĕслĕхсем тăруках нумайланнине çирĕплетрĕ. Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче çакнашкал преступленисен шучĕ 4,5 хут ÿснĕ — пĕтĕмпе 1,7 пине яхăн тĕслĕхе регистрациленĕ. Çынсене кÿнĕ сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи чăннипех питĕ пысăк — 47 миллион тенке яхăн.

Çак тата ытти самант, паллах, комисси хатĕрленĕ сĕнÿсенче палăратех — тивĕçлĕ йышăнусем пулĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.