Мулкач йышĕ хушăнать

13 Пуш, 2015

Февралĕн иккĕмĕш çурринче юр сахал çурĕ. Çанталăк ăшăтнăран вăл хытса ларчĕ. Кăчăр-кăчăр çине тилĕ е мулкач çеç мар, кашкăр та йĕр начар хăварать.

Çулталăк каялла пирĕн тăрăхра хир качакипе сысни, çÿлевĕç, упа, кашкăр - 1-ер, пăши - 6, тилĕ - 38, пурăш - 3, ăтăр - 2, вăрман сăсарĕ- 20, пăсара - 14, шур мулкач - 249, хир мулкачĕ - 19, хăнтăр - 231, ондатра 21 шута илнĕ. Кăçалхи пĕтĕмлетĕве май уйăхĕнче палăртаççĕ.

Иртнĕ уйăхсенче юр кăпăшка чухне çеç йĕр шутлама куллен кайрăм. Тиллĕн вăл нумай. Акарçăсем хĕл каçиччен ăна 10 ытла тытрĕç. Хисепĕпе иккĕмĕш вырăнта - мулкач.

Тилĕ кашни ял тăрăхĕнчех. Çынсен çывăхĕнче пурăнма тăрăшаççĕ. Ял таврашĕнче вĕсене апат тупма çăмăлрах. Иртнĕ ĕмĕрте сунарçăсем хĕрлемес йышне пĕчĕклетсех тăнă. Мĕншĕн тесен тирне хатĕрлев кантурĕ - 35, пасар спекулянчĕ 100 тенкĕлле туяннă. Ухатниксем пушă вăхăта çав укçашăн кунĕ-кунĕпе сунарта ирттернĕ. Халĕ тирне 300 тенкĕлле çеç йышăнаççĕ. Ветерансем уйрăмлăха тÿрех уйăраççĕ. Акарçăсем ку укçашăн паян бензин çунтарасшăн, патрон туянасшăн, республикăра уртаракан чир сарăлнине пĕлсе тăрса тирне сĕвесшĕн мар.

Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен - мулкач тытмалли сунар тапхăрĕ пынă вăхăтра - нÿрĕк сахал ÿкрĕ. Куян йышлине шăпах çак сăлтавпа ăнлантаратăп. Акарçăсене хытă юр çинче вăрăм хăлха йĕрĕ çине ÿкме йывăр. Çав хушăра ăна «капкăна çаклатмалли» кунсем сахал пулчĕç, ăна сахалрах тытрĕç. Унăн йышĕ кăçал татах хушăнасса шанатăп.

Хир качакин, пăши йĕрĕсене шута илтĕм. Хир сыснинне асăрхамарăм. Иртнĕ кĕркунне тата хĕл пуçламăшĕнче Шăмăршă вăрманне Улатăр енчен кашкăр кĕтĕвĕ килсе çÿрерĕ, темиçе кунтан каялла кайрĕ. Вĕсем пирĕн патри чĕрчунсене, килти выльăха пĕтернине илтмен. Сунар тапхăрĕнче саккуна пăснă тĕслĕх пулмарĕ.

Николай КАЛАШНИКОВ,

служба инспекторĕ