Мотоблокпа аслă çул çине ан тух!

10 Авăн, 2018

Муркаш районĕнче мотоблок аварие лекнĕ, ун урапи çинче ларса пынă икĕ çын, 60-ти арçынпа 65-ри хĕрарăм, аманнă.

Инкек авăнăн 8-мĕшĕнче "Автанкасси—Муркаш—Козьмодемьянск" автоçул çинче пулса иртнĕ. "Лада Гранта" водителĕ умра пыракан мотоблок çине пырса кĕнĕ. Лару-тăрăва малалла тĕпчеççĕ.

Патшалăх автоинспекцийĕ асăрхаттарать: мотоблок — трасса çинче çÿремелли транспорт мар. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа мотобокпа çыхăннă 10 авари пулнă, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 13-ĕн аманнă. Çак хатĕр рулĕ умĕнче ларнă 167 çын тĕлĕшпе адмпротокол çырнă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас