Монохулан малашлăхĕ пысăк

16 Авăн, 2016

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ, Чăваш Республикин экономикăпа социаллă тăнăçлăхне çирĕп аталанупа тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне ертсе пычĕ.

Ĕçлĕ калаçу умĕн республика Пуçлăхĕ хула ярмăрккипе паллашрĕ, сутуçăсемпе хутшăннă май тавар ассортименчĕпе, хаксемпе интересленчĕ, ачасемпе çамрăксен «Локомотив» спорт шкулĕн стадионĕнчи юсав ĕçĕсене пахаларĕ.

Михаил Игнатьев Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче пулса специалистсем хатĕрлесси мĕнле пынипе кăткăсланчĕ. Комисси ларăвĕ асăннă пĕлÿ çуртĕнчи акт залĕнче иртрĕ. Монохула проектне презентациленĕ май унăн пуласлăхĕпе министерствăсемпе ведомствăсен яваплă çыннисем, Канаш хулин ертÿлĕхĕ тата ăна аталантармашкăн тÿрремĕнех хутшăнакан предпринимательсем тухса калаçрĕç.

Канашлăва Раççей Патшалăх Думин Вĕрентÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова хутшăнчĕ, шкул çулне çитменнисен тата вĕренекенсен учрежденийĕсене тĕреклетмешкĕн патшалăх пулăшупа тивĕçтерни çинче чарăнса тăчĕ.

В.СМИРНОВА

Рубрика: 

Новости по теме