Монако княжествин профессорĕпе тĕл пулнă

6 Çĕртме, 2014

Паян Шупашкар хулинче «Чĕрен ишеми чирĕн кăткăс формине сиплемелли стратеги тата тактика» темăпа регион конференцийĕ уçăлчĕ. Унăн ĕçне тĕнчери паллă кардиологсем те хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Монако княжествинчи кардиоторакал центрĕн йĕркелÿçи тата ертÿçи Винсент Дор профессор. Ĕнер хăнана тата республикăри кардиологсен пĕр ушкăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăнчĕ.

«Сывлăх сыхлавĕн пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ - çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланни, ача-пăча ытларах çурални. Винсент Дор профессор шанăç çухатнă пациентсене ура çине тăратма пултарать. Тавах ăна çакăншăн», - терĕ Михаил Игнатьев тĕл пулăва уçнă май.

Республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕн хирурги енĕпе ĕçлекен çумĕ Вадим Бабокин 2006 çулта хăйĕн 86 вĕренекенĕнчен пĕри пулнипе профессор чăннипех мăнаçланать.

Хăна кардиологипе çыхăннă шухăшĕсене те пĕлтерчĕ: чĕре чирĕсене сиплекен центр пысăк пулмалла мар, унта 42-60 кравать вырнаçни, 10 тухтăр сиплени тата персонал 100 çынпа танлашни çителĕклĕ. Çакă экономика тĕлĕшĕнчен пайталлă: техникăна çĕнĕ йышшипе çăмăллăнах улăштарма пулать. Çапах юн тымарĕсем енĕпе ĕçлекен специалистсем - кардиохирургсем, нейрохирургсем, анестезиологсем - пурте кирлĕ. Вĕсен пĕр çуртра, пĕр оборудованипе тата пĕр тĕллевпе пациентсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерессишĕн ĕçлемелле. Монакори центрта çакна Вадим Егорович хăй курса ĕненме пултарнă. Сăмах май, унта çуллен 2500 катерезаци, 800 операци ирттереççĕ.

Михаил Игнатьев Вадим Бабокин ăста специалист пулнине палăртса Монако профессорне Чăваш Ен валли квалификациллĕ кардиолог хатĕрлесе панăшăн тав турĕ.

Республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Татьяна Мизурова палăртнă тăрăх - коллектив çирĕпленсе çитнĕ. Паян уçăлнă конференцире вĕсем Раççей Федерацийĕнчи паллă центрсен кардиологĕсен опычĕпе, ишеми чирне сиплемелли меслетлĕхпе паллашĕç тата, паллах, хамăр патра усă курĕç. Татьяна Николаевна шухăшĕпе - ытти регионтан пирĕн хутлăха ĕçлеме куçас тĕллевлĕ пултаруллă кардиологсем те пур. Çавна май республика Пуçлăхне вĕсене валли условисем туса памашкăн пулăшма ыйтрĕ.

Вадим Бабокин вара Михаил Игнатьева ача-пăча хирургине хăйĕн хÿттине илме сĕнчĕ. Сăмах май, хальлĕхе ку тытăм республикăра аталанман-ха, иртнĕ уйăх вĕçĕнче кăна Словакири Братислава хулинчи ача-пăча кардиологи центрĕн профессорĕ Павел Гавора Чăваш Енĕн çул çитмен çичĕ гражданне медицинăн пысăк технологийĕ пулăшнипе кăкăр кăшкарне уçмасăр чĕре амакĕнчен хăтарчĕ. Пациентсене тепĕр куннех сыватмăшран кăларнă. Вĕсем хăйсене йĕркеллĕ туяççĕ. Чирлĕ ачасене халĕччен Мускаври, Пермьри, Хусанти центрсенче операци тунă.

Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе - асăннă ыйтусене татса пама ансат. Çĕнĕ йышши чи чаплă сыватмăш та ăста, пултаруллă специалистсем пулмасан ниме тăмасть. Кардиологие аталантарассине республика ертÿлĕхĕ тивĕçлипе хаклать тата пур енлĕн пулăшма шантарать.

Ĕçлĕ тĕл пулу хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Винсент Дор профессор, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп кардиологĕ Владислав Кашин, кардиологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Татьяна Мизурина тата унăн çумĕ Вадим Бабокин журналистсен республикăри кардиологи тытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.