Минтер пичĕпе пăвса вĕлернĕ

29 Юпа, 2015

Канаш районĕн сучĕ 40-ри арçын тĕлĕшпе тишкернĕ уголовлă ĕçе пăхса тухса йышăну кăларнă: ашшĕне вĕлернĕскере çирĕп режимлă колоние 12 çуллăха ăсатас.

Следстви тĕпченĕ, суд çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕччен çакскер хăйĕн ашшĕпе харкашнă, темиçе хут та хĕненĕ. Питĕнчен чышса шăлне те тăпăлтарса кăларнă. Юлашкинчен вара урайне çавăрса çапсах асаплантарнă, пуçĕнчен тапнă. Алли-урине çыхнă та 72 çула пуснăскере минтер пичĕпе вилмеллех пăвнă. Кун хыççăн ăнман ывăл ашшĕн килĕнчен тарса çухалнă. Пур-пĕрех ăна йĕрке хуралçисем шыраса тупнă.

Рубрика: