Министрсем паллă

8 Юпа, 2015

ЧР Пуçлăхĕн пуканне Михаил Игнатьев йышăнсан Правительствăна отставкăна янă. Министерствăсене камсем ертсе пырасси халĕ паллă. Нумаях пулмасть Михаил Васильевич кун пирки Указ алă пуснă.

ЧР финанс министрĕн должноçĕнче Светлана Енилина юлать. Олег Марков строительство, архитектура тата ЖКХ министрĕ пулĕ. Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн пуканне Владимир Аврелькин йышăннă. Владимир Иванов та хăйĕн вырăнĕнчех юлнă, вăл Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине малашне те ертсе пырĕ. Надежда Прокопьева юстици министрĕн должноçне пурнăçлĕ. Ялхуçалăх министерствине вара урăх çынна шанса панă. Вăл - Сергей Артамонов. Унччен Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă, унтан ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕн тивĕçне пурнăçланă. Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пуканне Сергей Павлов йышăннă. Спорт министрĕ улшăннă - малашне унăн тивĕçне Сергей Шелтуков пурнăçлĕ. Наталья Тимофеевăна Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕ енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи пулма шаннă. Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн должноçне унчченхи ертÿçех - Александр Иванов - йышăннă. Алла Самойлова хăйĕн вырăнĕнчех юлнă, вăл - сывлăх министрĕ. Анчах унăн ĕçĕн пĕр пайĕ нумаях пулмасть йĕркеленĕ Ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствине куçнă. Ăна Сергей Димитриев ертсе пырĕ. "Дорэкс" АУО директорĕ пулнă Владимир Доброхотов Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине ертсе пыма тытăннă. Культура министрĕ тивĕçĕсене Константин Яковлев вăхăтлăх пурнăçлать.

Рубрика: