Миллиардсем — Шупашкар валли

22 Кăрлач, 2019

Шывпа тивĕçтермелли, ăна тасатмалли тата шывпа çыхăннă ытти обьект валли Шупашкар хули çывăх вăхăтра 3,9 миллиард тенкĕ илет. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтерчĕ.

Раççей Правительствин пуçлăхĕ тивĕçлĕ хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çĕршыври пилĕк хула шывпа çыхăннă инфратытăма аталантарма пысăк укçа илет. Çав шутра — Чăваш Ен тĕп хули те. Сăмах БРИКС банкĕ урлă Раççей хулисем валли уйăракан, 320 миллион долларпа танлашакан кредит пирки. Вăл 20 çуллăх, малтанхи 5 çулта - çăмăллăхлă условисем. Укçана федераци бюджечĕн шучĕпе тавăрса параççĕ.

Михаил Васильевич Шупашкар хулине, çак укçана илессишĕн ĕçленĕ /конкурса хутшăнннă май суйлав çирĕп пулнă/ çынсене тав турĕ, çакă пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе санкцисем палăртнă хыççăн ют çĕршывсен банкĕ Раççей валли пысăк кредит уйăрнин пирвайхи тĕслĕхĕ пулнине палăртрĕ.

Шупашкар илекен миллиардсем — 10 проект валли. Укçапа тĕп хулари Сĕнтĕрвăрри çулĕ çумĕнчи таса мар шывсен коллекторне реконструкцилеме, хулари насус станцине çĕнетме, уйрăм çынсен çурчĕсем вырнаçнă районта канализаци тума, ытти обьекта хута ямашкăн усă курĕç. Çакă Раççей шайĕнче Атăлпа çыхăннă экологи лару-тăрăвне лайăхлатмалли программăпа ĕçленĕ май Чăваш Еншĕн те хаклă аслă юхан шывшăн уйрăмах пĕлтерĕшлине регион ертÿçи пайăррăн палăртрĕ: планланă ĕçсене пурнăçласан Шупашкар Атăла таса мар шывсене юхтарса кăларма пăрахĕ. Калăпăр, çĕршыври хуласенче вараланчăк çумăр шывĕ çаплипех юхан шывсене каять, мĕншĕн тесен совет саманинчех хывнă ятарлă пăрăхсем тулса ларнă — вĕсен усси çук. Шупашкар çак ыйтăва та татса пама пултарĕ.

Проектсене пурнăçласси пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă май Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин тĕп хулан ку енĕпе ĕçлемелли опыт пысăккине аса илтерчĕ — экологипе çыхăннă обьектсене хальччен темиçе те хута янă. Малашне те çанă тавăрса ĕçлемелле — уйăракан укçапа тирпейлĕ тата тухăçлă усă курмалла.

Çулталăк пуçламăшĕ кăна та — ларăвăн кун йĕркинчи ыйтусен шучĕ те пысăк мар. Правительство республикăра ял хуçалăхне аталантарасси çинчен калакан саккун проектне улшăнусем кĕртессине ырларĕ. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Рябинина каланă тăрăх, улшăнусем органика ял хуçалăхне аталантарссипе çыхăннă, çавна май органика продукцийĕ туса кăларакан хуçалăхсене патшалăх пулăшу кÿрессине çирĕплетнĕ. Сăмах гербицидсемпе, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли химикатсемпе, выльăх апатне хушмалли антибиотиксемпе усă курма пăрахасси пирки пырать.

Паянхи кун Раççей органика продукцийĕн производствипе тĕнче рынокĕн 0,2% кăна йышăнать, анчах çак çул-йĕре аталантармалли майсем пысăк. РФ Ял хуçалăх министерстви хакланă тăрăх, çĕршывра ял хуçалăх çаврăнăшне кĕртме, тавăрма май пур çĕрсен лаптăкĕ 10 миллион гектартан та иртет. Çак çĕрсен пысăк пайĕ — шăпах органика продукцийĕ туса илме меллĕ лаптăксем, мĕншĕн тесен унта тахçантанпах минераллă удобренисемпе усă курман. Унашкаллисем, паллах, Чăваш Енре те çук мар. Ахальтен мар ĕнтĕ Михаил Игнатьев та химикатсенчен таса ял хуçалăх продукцийĕ çитĕнтересси Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕшĕн тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăмаллине палăртрĕ. «Паян рынок экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци ыйтать. Тишкерекен саккуна йышăннă хыççăн ял хуçалăхĕн çак секторне аталантармалли механизмсене хатĕрлемелле, çакнашкал продукци стандарчĕсене çирĕплетмелле, хулара ăна сутмалли тивĕçлĕ условисем йĕркелемелле», — терĕ вăл.

Финанс министрĕ Светлана Енилина налук ыйтăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан саккуна кĕртмелли çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем çак документа Раççейĕн тивĕçлĕ саккунĕпе çураçтарассипе сăлтавланнă. Улшăнусем кăçал Налук кодексне кĕртнĕ тÿрлетÿсемпе çыхăннă. Калăпăр, усăсăр хăш-пĕр налука пĕтересси. Правительство саккун проектне ырларĕ.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас