Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенкăран, Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕнчен Сергей Лавровран тата Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕнчен Сергей Шойгуран салам телеграммисем килсе çитнĕ
19 Sep, 2015

Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма суйлавра халăх суйланă ятпа, çак пысăк должноçе тивĕçнĕшĕн Раççей тĕрлĕ кĕтесĕнчен паллă ертӳçĕсенчен, ют çĕршывсенчен, пысăк промышленноç компанийĕсен ертӳçисенчен, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен пуçлăхсенчен куллен салам çырăвĕсемпе телеграммăсем килсе пыраççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕнчен телеграммăсем маларахри кунсенчех килнĕ. Калăпăр, Раççей Федерацийĕн «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партийĕн Председателĕнчен  Дмитрий Медведевран, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕнчен Сергей Нарышкинран, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕн çумĕнчен Ильяс Умахановран  тата та ыттисенчен те. Çак кунсенче Михаил Игнатьев ячĕпе тата та салам телеграммисем пухăннă. Вĕсенчен нумайăшне каласа пĕтерме те май çук, çав тери активлă килни сисĕнет. Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко саламланă: «Эсир республикăн ыйтăвĕсене пĕтĕмпех пĕлни, ăна вăхăтра тата эффективлă татса  пама пулăшĕ. Сирĕн Ертӳçĕ  пулса ĕçлес опыт пуян.   Регионăн экономика аталанăвне малашне те çирĕплетсе пыма, пурнăç условийĕн шайне ӳстерессе шанатпăр», - тенĕ çырура. Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕ Сергей Лавров хăйĕн саламĕнче çапла çырнă: «Суйлав кăтартăвĕ тăрăх, халăх Сирĕн эффективлă ĕçĕре палăртнине калама пулать. Регион умĕнче тăракан пысăк ĕçсене пурнăçланă, малашне те Эсир татса парасса иккĕленместпĕр. Халăх Сире шанни тата та лайăхрах ĕçлеме пулăшĕ, республикăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерме май парĕ. Раççей МИД Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕпе пĕрле ăнланса килĕшсе ĕçленине пысăка хаклатпăр. Малашне те çĕршыври юхăма Сирĕнпе пĕрле пĕр пек аталантарса пырассине туятпăр. Çирĕп сывлăх, ăнăçусем, тата та пысăк çитĕнӳсемпе палăрма, çĕршыв ырлăхĕшĕн ĕçлессе шанатпăр», - тесе çырнă салам телеграмминче.  Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕ Сергей Шойгу хăйĕн саламĕнче Михаил Игнатьева Раççей çутă пуласлăхĕшĕн, регионти граждансен ырлăхĕшĕн, республика аталанăвĕшĕн ĕçлес ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума сĕннĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕ пулнă май, унăн шанăçне тӳрре кăларни çав тери паха пулнине асăннă. Ачасен прависене хӳтĕлекен Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи уполномоченнăй Павел Астахов Михаил Игнатьева регион Пуçлăхĕ пулма суйланнăшăн чĕререн тав сăмахĕсем çырнă. Ку чăннипех те чăн-чăн пысăк çитĕнӳ пулнине, тивĕçлĕ хак халăх панине ырласа палăртнă. «Çакăн пек пысăк должноçре ĕçлеме çав тери пысăк вăй-хал кирлĕ. Эсир ĕçлеме пĕлекен мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă ертӳçĕ. Сирĕн ертӳçĕ пулма ĕçлеме пур ен те пур. Эсир, тата Сирĕн ĕç ушкăнĕ малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени Сирĕн ĕçĕрте пулăшу кӳччĕр», - тенĕ телеграммăра. Раççей Тĕп раввинĕ Берл Лазар хăйĕн саламĕнче Михаил Игнатьев халăх суйлавĕнче çĕнтернине пысăка хакланă. «Пысăк политика ĕçченне граждансем хисеплени куçкĕретех. Чăваш Енре пурăнакан еврейсем те ыттисем те хăйсен ыйтăвĕсене тен тепре чухне, Эсир витĕм кӳмен пулсан, вăхăтра эффективлă татса парайман та пулнă пулĕччĕ.  Эсир пулăшасса вĕсем яланах туяççĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн малашне те пĕр-пĕринпе ăнланса килĕштерсе ĕçлессе шанатпăр. Турă та Сире яланах пулăштăр, пысăк çитĕнӳсем тума пехиллетĕр. Çирĕп сывлăх, çемьере телей, ăнăçу пултăр», - тенĕ саламра.   Михаил Игнатьева Раççейри регионсен ертӳçисем те саламланă.   Ингушети Республикин Пуçлăхĕ Юнус-Бек Евкуров хăйĕн саламĕнче Михаил Игнатьевăн Чăваш Республики умĕнче пысăк авторитет пулнине асăннă. Суйлавра мала тухни те çакнах çирĕплетсе панине каланă.  Михаил Игнатьева çакăн пекех Ярославль  облаçĕн Губернаторĕ Сергей Ястребов, Брянск облаçĕн Губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Богомаз, Алтай крайĕн Губернаторĕ Александр Карлин,   Росреест ертӳçи   Игорь Васильев, Марий-Эл Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонид Маркелов, вĕренӳпе наука сферин федераци службин ертӳçи Сергей Кравцов, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ĕçĕсен управляющийĕн пĕрремĕш çумĕ, арми генералĕ Николай Аброськин, стратегиллĕ пуçарусен агенствин генеральнăй директорĕ Андрей Никитин,   «Роснефть» АХП Правленийĕн председателĕ Игорь Сечин тата та нумай сумлă ертӳçĕсем телеграммăсем янă.