Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă

25 Раштав, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă.

Калаçура обществăри тăнăçлăхпа пĕрлĕхе сыхласа хăварассипе, республика çыннисен ырлăхĕшĕн чиркÿпе влаç пĕр чĕлхе тупса ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене хускатнă.

Республика Пуçлăхĕ 2015 çулăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - çулталăк, экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр, ăнăçлă иртнĕ. "Промышленноç предприятийĕсенче лару-тăру йĕркеллех. Чи пĕлтерĕшли - йывăр тапхăрсенче пĕрле пулнине, ĕçленине нумайăшĕ ăнланать",- тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Митрополит хăй енчен çакна палăртнă: юлашки çулсенче чиркÿсене çÿрекенсен йышĕ ÿснĕ. Вăл Михаил Игнатьева Чăваш Ен халăхĕшĕн тÿрĕ тата таса кăмăлпа ĕçлеме пилленĕ.

Рубрика: