Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Эмилио Лосада Гарсияпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

20 Нарăс, 2017

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Эмилио Лосада Гарсияпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче икĕ республика хушшинче анлă çыхăну пулса пынине асăннă. Çак паллă пулăм малашнехи икĕ енĕ çыхăнусене тата та вăйлатма пулăшассине шанса каланă.

«Мана сирĕн патĕнче пулни пысăк чыс.  Эпĕ регион пирки сахал мар ырă хыпарсем пĕлетĕп. Тахçантанпах кунта килме шутласа хунă. Пĕрре курсах юратса пăрахрăм Чăваш Республикине», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне  Эмилио Лосада Гарсия.

Геополитика лару-тăрăвĕнче çыхăнусене сарса пыни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă сумлă хăна.

«Эпĕ яланах санкцине хирĕç пулнă. Эсир сахал мар ĕçленине курса ĕнентĕм.  Промышленноç куçкĕретех ураланса пырать, вăй илет. Экономикăри пур тытăм та çирĕпленсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тенĕ вăл.  Раççейри Куба Посолĕ икĕ республика хушшинчи çыхăну стратегиллĕ пулнине асăннă.

Çак кун тĕлпулу хыççăн ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева  хутшăннă.

Михаил Игнатьев докладра Чăваш Республикин Куба Республикинчи суту-илӳ çаврăнăшĕ 2016-мĕш çулта 250 пин доллар США танлашнине пĕлтернĕ. «Социаллă экономикăна аталантарма тата та пысăк майсем пур, майсем те сахал мар», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. Калăпăр, промышленноç, энергетика, туризм, медицина, вĕрентӳ пайĕсемпе те çыхăнăва сарма меллĕ.

Эмилио Лосада Гарсия хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинчи предприятийĕсен таварĕсем Кубăшăн энергоблок строительство ĕçшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. Сумлă хăнана тракторсем, лифтсем кăсăклантарнă, çак таварсем уйрăмах килĕшнĕ.  Сывлăх сыхлавĕнчи ĕçсемпе те паллашнă ертӳçĕсем, студентсем хушшинчи çыхăну пирки те сăмахланă. Чăваш Республикин Пуçлăхне тата ятарлă Чăваш Ен делегацине сумлă хăна чӳк уйăхĕнче хăйсем патне ĕçлĕ визитпа пыма чĕнсе хăварнă. Михаил Игнатьев хирĕçле вĕсене çĕртме уйăхĕн 23-25-мĕш кунĕсенче Шупашкарта иртекен экономика форумне йыхравланă. Ун чухне шăпах та Раççейри пур регионсенчен представиельсем, ют çĕршывсенчен те бизнес-пĕрлешӳсем килесси паллă.

 И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче сумлă хăнасем медицина пайĕнчи çĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ, студентсемпе канашланă, вĕсен специальноçĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ.  Аслă шкулăн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче, студентсене тарăн пĕлӳ пама мĕнпур услови çителĕклĕ тесе пĕлтернĕ.  Сăмаха май, паянхи куна аслă шкулта ют çĕршывсенчен 1000 ытла студент ăс пухнине каланă. «Ют çĕршывран килнисем Чăваш Республикине юратаççĕ, кунта вĕренме питĕ лайăх тесе, условисем пуррине çирĕплетеççĕ», - тенĕ вăл.   «Çавра сĕтел» мелĕпе иртнĕ калаçура ертӳçĕсем икĕ республика хушшинче вĕренӳ пайне аталантарасси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Раççей Федерацийĕнчи Куба Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Эмилио Лосада Гарсия Чăваш Патшалăх университечĕн ректорне, ЧПУ медицина факультечĕн деканне 2017 çулта ака уйăхĕнче иртекен Раççейри тата Кубăн аслă шкулĕсен Канашĕн анлă ларăвне пыма сĕннĕ.

Медицина факультечĕн деканĕ Валентиа Диомидова хăйĕн сăмахĕнче, медицина пайĕнчи уйрăм ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. «Куба яланах пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр. Мастер-классем те ирттерме пултаратпăр. Специалистсемпе студентсене яланах витĕм кӳме тăрăшăпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

 Çак кун Эмилио Лосада Гарсия тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин республикăри эндокринологи диспансерĕн ĕçĕпе паллашнă. Хăнасем «ВНИИР» АУО пулнă, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки калаçса килĕшнĕ.

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Любовь Макеева хăйĕн сăмахĕнче организаци Раççей шайĕнче анлăн сарăлнине пĕлтернĕ, предприятийĕн таварсен пахалăхĕ çав тери пысăк пулнине каланă.

Рубрика: 

Комментари хушас