Михаил Игнатьев — Мускавра
28 Jul, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă май РФ Правительствин Регионсен аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн пĕрремĕш ларăвне хутшăннă.

Унта РФ Президенчĕн «Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕн патшалăх политикин никĕсĕсене 2025 çулчченхи тапхăрччен çирĕплетесси çинчен» указĕн проектне пăхса тухнă. Ларăва РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Козак ирттернĕ.

Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕн патшалăх политикин 2025 çулчченхи тапхăрти никĕсĕсем Раççей регионĕсем валли тĕп документ пулĕç. Указ проектĕнче регионсен аталанăвĕн тĕп тĕллевне палăртнă: çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономикин тăнăçлă аталанăвне регионсемпе хуласен хăй тĕллĕн аталанассин вăй-хăватне туллин уçса, граждансене пурăнма хăтлă условисем туса хурса тивĕçтересси. Тĕплĕнрех — çитес номерте.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА