Михаил Игнатьев Комсомольски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

30 Утă, 2015

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕcене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Комсомольски районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май Дубовка ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕ. Эльпуç ялĕнче шкул строительствипе паллашрĕ. Комсомольски салинче «Ачалăх ячĕпе ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонне хупса, укçа-тенкĕ нумай хывнисене чысларĕ. «Комосмольские овощи» агрофирма уй-хирĕнче пахча çимĕç пухса кĕртесси мĕнле пынипе паллашрĕ.

Рубрика: