Михаил Игнатьев - комисси йышĕнче

14 Чÿк, 2015

Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ. Патшалăх ертÿçин хушăвĕпе килĕшÿллĕн унта çĕршыв субъекчĕсен 20 ертÿçине кĕртнĕ.

Палăртни вырăнлă: комисси йышĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен икĕ лидерĕ кăна. Михаил Игнатьевсăр пуçне консультаци органĕнче пирĕн округран тата Тутарстан Республикин президенчĕ Рустам Минниханов ĕçлет.

Çакна та каламалла: РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссине ПК членĕсене, президиумне ĕç планне кĕртнĕ ыйтусемпе консультаци енĕпе пулăшма йĕркеленĕ. Унăн йышне камсене кĕртессине Раççей Президенчĕ хăй татса парать.