Михаил Игнатьев ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

5 Кăрлач, 2017

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕпе Евгений Лебедевпа тĕл пулнă. Муниципалитет ертÿçи иртнĕ çулта ял хуçалăх производствин индексĕ ÿснине, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçи пысăкланине каланă. Сăмахран, вĕрентекенсен вăтам шалăвĕ 20 пин те 254 тенкĕпе танлашнă, воспитательсен - 18 пин те 344 тенкĕпе, шкулчченхи учрежденисен педагогĕсен - 18 пин те 894 тенкĕпе.

Евгений Лебедев ял хуçалăх тытăмĕнче халĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртнине палăртнă. Михаил Игнатьев сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтăва хускатнă. «Паян сĕте халăхран 23-28 тенкĕпе пуçтараççĕ. Кунашкал хак тахçантанпах пулман. Унсăр пуçне рапс ÿстерни пысăк тухăç кÿнине асăрхатпăр. Пăрачкав районĕ ку енĕпе малта», - çирĕплетнĕ республика Пуçлăхĕ.