Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Потребительсен обществин союзне 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă
4 Sep, 2015 | Потребителе

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Потребительсен обществин союзне 95 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Асăннă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, олимп чемпионки Елена Николаева, Шупашкарти Коопераци институчĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Андреев тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.  Савăнăçлă уяв пуçланиччен пухăннисем Чăвашпотребсоюз хатĕрлесе тăратнă куравсене пăхса çаврăннă.  Мероприяти вăхăтĕнче ĕçтешсем коопераци хатĕрленĕ фильма та курнă. Палăртнă организаци 1920 çулта йĕркеленсе кайнă, ун чухне пурĕ те 68 пĕрлешӳ çеç пулнă. Чăвашпотребсоюз председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов хăйĕн докладĕнче вĕсен организацийĕ экономикăри пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕрлешӳ пулнине каланă. Республикăра патшалăх программисем пурнăçа лайăх кĕрсе пынине кура, суту-илӳ аван йĕркеленнине асăннă. Ял тăрăхĕсенче çул-йĕрсем, газификаци, социаллă-экономика аталанни те пысăк витĕм кӳрет тенĕ. «Чăвашпотребсоюз канашĕ ячĕпе патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсене, Сире, Михаил Васильевич, пысăк пулăшу кӳнĕшĕн чĕререн тав сăмахĕсем калатпăр», - тесе пĕлтернĕ халăхсен шухăшне Вячеслав Александров. Пухăннă ĕçтешсене саламланă май, Михаил Игнатьев ветерансене уйрăммăн палăртса тав сăмахĕсем каланă, ял хуçалăх ĕçне аталантарассинче, ялăн сăн-сăпатне улăштарассинче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Организаци 8 пин çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет.  Регионти чи аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене те кирлĕ пек таварсене илсе çитерет. Районсемпе хуласенче  çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçать. Вуншар çул ытла  организаци Раççей шайĕнче малти вырăнсене йышăнса пырать. Кăçал та пĕтĕм Раççейри регионсем хушшинче малти вырăна тухни пурне те малалла ăнтăлма хавхалантарать», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. «Кăтартусем куç умĕнчех, хăйсем çине илнĕ пур ĕçе те пĕлсе пурнăçлани, халăха пахалăхлă таварсемпе тивĕçтерни  пурин кăмăлне те çĕклесе ярать», - тенĕ. Хисепе тивĕçнисене уявра наградăсем парса хавхалантарнă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.