Михаил Игнатьев Анатолий Мясниковпа тĕл пулнă

4 Кăрлач, 2017

Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева муниципалитет 2016 çула лайăх кăтартусемпе вĕçлени, бюджет 9,4 процент таран пысăкланни пирки каланă. Унсăр пуçне Анатолий Мясников «Смак-Агро» предприяти тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртнине пĕлтернĕ.

Михаил Васильевич «Марпосадкабель» ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленнĕ. Анатолий Мясников иртнĕ çулта çак предприятире çĕнĕ 50 вырăн йĕркеленине, кунта туса кăларакан продукци тĕнчипех саланнине каланă.