Михаил Бабич — Чăваш Енре

3 Раштав, 2015

Ĕнер, раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Чăваш Ене РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ çул çÿревпе килнĕ.

Михаил Викторович Шупашкарта ЖКХ обĕекчĕсене кĕркуннехипе хĕллехи тапхăра хатĕрлес, çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарас ыйтусем тавра канашлу ирттернĕ. Çавăн пекех тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем валли çурт-йĕр хăпартас ыйтăва пăхса тухнă. Михаил Бабич республикăри промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи Çамрăксен канашĕн ларăвне те хутшăннă вăл.

Рубрика: