М.Игнатьев - пĕрремĕш кандидат
20 Jul, 2015

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ /ТСК/ июль уйăхĕн 20-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланма тăратнă пĕрремĕш кандидата регистрациленĕ. «Хыпар» хаçатăн пĕр кăларăмĕнче эпир Михаил Игнатьев хăйĕн суйлав докуменчĕсене ТСКна пани пирки хыпарланăччĕ. Комисси членĕсем вĕсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» саккунăн 27-29 статйисемпе килĕшÿллĕн 8 сехет те 15 минутра «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнма сĕннĕ, хальхи вăхăтра республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Васильевича кандидат пулса суйлава хутшăнма ирĕк панă. Ăна çав кунах пĕрремĕш номерлĕ удостоверени панă.

Ю.СТЕПАНОВ

Ю.СТЕПАНОВ