Мĕтри ЮМАН

24 Утă, 2015

Дмитрий Петрович Петров /Мĕтри Юман/ Хусан кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи /халĕ Тутарстанри Пăва районĕ/ Пÿркел ялĕнче 1885 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Мускав университетĕнче вĕреннĕ. Учительте тата Чĕмпĕрте, Хусанта тухакан хаçатсенче ĕçленĕ. 1905-1907 çулхи революци юхăмне хутшăннă, патша çарĕнче службăра тăнă. 1918 çулта ăна Учредительсен пухăвне суйланă. Граждан вăрçинче шуррисем тата хĕрлисем енче çапăçнă. Чăваш автономи облаçĕн статистика бюровĕнче, Мускаври Промышленность банкĕнче ĕçленĕ.

Ытларах калавсемпе драмăсем, киносценарисем калăпланă. "Шевле вылять" мифологилле поэма /1917/, "Нарспи" прозăлла сăвă /1922/ çырнă, вырăсларан куçарнă.

1939 çулта вилнĕ.

 

Шевле вылять

Çеçен хирте эпĕ пĕр-пĕччен... Иртсе пыратăп çул тăрăх. Ăçта каятăп - хам пĕлместĕп. Акăш кайăк, хур кайăк вĕçет савнă пĕр çулпа, кашкăр-упа, тилĕ-мулкач чупать хăй сăнанă йĕрĕпе. Анчах çÿретĕп эпĕ ют çулпа, сăнанă тĕлĕм манăн çук. Ăçта чун туртать, ăçта куç курать - утать ура çавăнта. Вăрă-хурахăн кил-йыш пур, хир кайăкĕн шăтăк пур, вĕçен чунăн йăви пур. Анчах ăçта чикĕп-ши эп мăнтарăн пуçăма? Вĕçен хирĕн вĕçĕ çук, сĕм вăрманăн хĕрри çук. Çутă тĕнче манăн кил-йышăм, çÿлти пĕлĕт манăн çурт-хÿшĕм, шурăмпуç çути манăн хăйă мĕлки. Ăçта туртать манăн чунăм, ăçта сикет ман кăмăлăм - кам калĕ-ши çак сăмаха?.. Акă кашкăр уларĕ... Ачашланса-çилленсе, хулăн-çинçе сасăпа ĕсĕклесе макăрса выçă кайăк ылханать... Амăшĕнчен аташнă мулкач çури йынăшать, амăш çумне пуçне хума хаяррăнах тăрмакланса питĕ чĕнет... Эй, мăнтарăн кайăксем, эсир манăн тăвансем. Сирĕн чĕлхе - ман чĕлхе, сирĕн чĕрĕр - ман чĕре, сирĕн асап - ман асап. Ешĕл курăк, хăрăк турат, выльăх-чĕрлĕх, хурт-кăпшанкă, вĕçен кайăк, шыври пулă - пурте этем чунлă-çке, пурте ман шыври пулă - пурте этем чунлă-çке, пурте ман ютшăм мар. Ÿсет - типет, вилет - çуралать, пĕртте пĕтмест, авăр хумĕ пек çавăрăнать, тĕнче хумĕ шав хумханать. Чунăм сисет, чĕрем пĕлет - эпĕ те пулнă тăпраран, ĕмĕрлĕхе пулнă эп те курăк-кайăк пек, çитĕннĕ эпĕ çавсенчен. Этем çулĕ - çăлтăр çулĕ, этем çулĕ - кайăк хур çулĕ, вĕçĕ те çук, хĕрри те çук, йĕрĕ те çук, палли те çук.

Ан уласам, кашкăрăм. Эп те сан пек телейсĕр. Эп кĕпесĕр çуралнă, кăвак хуппи пулнă чух анне телей ыйтайман, Атăл тăрăх çÿрекен Ашапатман асанне мăнтарăн пуçăм сиенне сирсе яма кăмăл туман. Çуралсанах ман çине усал ватă карчăк куçĕ ÿкнĕ тет, çич ют тăшман ылханни çитĕнĕçлĕ пулнă тет.

Ан уласам, кашкăрăм, ан шаккасам шăлусене. Эпĕ санран хăрамăп, эпĕ сана парăнмăп.

Эпĕ тăратăп ту çинче - Улăп тĕми теççĕ ăна. Авал пулнă паттăрсем, çич çухрăмлă утăмлă, хĕвеле тытнă ывăтнă, вăрмана тымарпа çăлнă пăрахнă. Улăп çăпати пулнă иккен ял урамне йышăнми, çăпати çумĕнчи пылчăкне силлесе ывăтса ярсассăн - пулса тăнă çÿл тусем. Эй, айван тура, хир кайăкĕ, ăçта тавлашатăн эсĕ манпа! Ман алă-урара, ман юнра Улăп пиллĕхĕ пуррине, авалхи паттăрсен хăвачĕ пуррине эсĕ халиччен сисмен-и?

Паттăр пулнă авалсем: кунĕн-çĕрĕн ака туртнă ал вăйĕпе, сăра ĕçнĕ чĕреспе, чир-чĕр, асап пĕлмесĕр пурăннă çĕр çултан нумай ытларах.

Анчах çапла-ши ман тантăшсем? Ах, тăванăм, ан асăн, чунна-пуçна ан йÿçентер хальхи этемсене кăмăл туса: чирлĕ, халсăр хурт-кăпшанка, начар ăслă, кайăк чĕреллĕ хăравçă инкексем - хальхи çынсем - çăкăр мурĕсем...

Акă кашлать сĕм вăрман... Этем пусман чăтлăхра мăкăртатаççĕ выçă кайăксем, ăшă çилпе хумханса шăпăлтатаççĕ çулçăсем. Çÿлти телейлĕ вĕçен чунсем ирĕк çинчен, телей çинчен хăйсем хунă сăвăпа, хăйсем тунă кĕвĕпе пĕр чарăнми юрлаççĕ.

Мĕншĕн тăвăр-ши ман чунăма, мĕншĕн сикет-ши ман чĕрем? Этемлĕхĕме пăрахам, кăмăлăма çăмăллатам, арçури пек усалланса хир-вăрманта кун кунлам. Хальхи ялсем тĕрме пек, çук япалашăн тавлашса вак-тĕвек шухăшпа ирттереççĕ пурнăçа хальхи улăп-этем юлашкисем.

Акă выртать тĕттĕм кÿл. Хура кÿл хĕрри чапăрлă, кÿл çыранĕ тăрринче, кăлкан курăк таврашĕнче, пур тĕреклĕ кукăр юпа. Çакă вырăн - таса вырăн. Этем иртет çакăнтан - ура пуснине сисмесĕр, чĕрне вĕççĕн васкаса, çĕлĕк пулать хул хушшинче. Ватă ăссем каланă: усал-йĕрĕх, асапсем таса юпаран хăранă, кашкăр-упа, тĕнче мăшкăлçи арçури, тĕксĕм шыври, айван упăти - пурте чупнă çухрăмран çак тасана хисеп туса... Ĕлĕк пулнă чăвашсем, улăп паттăр тăванĕсем. Вырăс, тутар, калмăк, кăркăс, ытти çич ют халăхсене пусмăрлама памасăр, пĕр-пĕринпе пĕрлешсе, çар-çарĕпе кĕрлесе, вилĕме хисеп тумасăр, тĕрекленсе хавхаланса çапăçнă пирĕн асаттесем. Хĕç-пăшал хуçăлнă çил-тăвăлти хăмăш пек, этем хумханнă, тăкăннă пăрсем çапнă тырă пек, тăкăннă-юхнă этем юнĕ çурхи шывран кая мар. Кăвак лаша утланса çар пуçлăхĕ Тавăш: хуçа çар умĕнче хĕрÿ чĕрепе, хаяр саспа кăшкăрса çар йĕркине тытса пынă. Унччен пулман унăн çамрăк кăкăрне тăшман тĕлленĕ çĕмĕрен сăнни тирĕннĕ. Пĕр чĕнмесĕр, йынăшмасăр тĕшĕрĕлсе ÿкнĕ ут çинчен. "Эп вилетĕп, чăваш халăхĕ паттăр пултăр, парăнмасăр никама çапăçтăр ман пек вăл тăшманпа!" - çапла пулнă унăн юлашки сăмахĕсем. Ун юратнă, этем ăслă кăвак лаши хуçа суранне çуласа чун хавалĕпе хаяррăн, пуçне тăратса кĕçенсе, хăй хуйхине, хăй хурлăхне пĕтĕм таврана систернĕ... Çак вырăнта маттур хуçа шăммисем, унпа пĕрле унăн савнă ут юлашкисем... Çичĕ çĕр çул иртрĕ, тăхăр ялпа тăхăр çул лаша пусса чÿк туса Тавăш хуçана хисеп тăваççĕ чăвашсем.

Питĕм çунать, куççуль тулать, ÿтĕм чĕтретет, пуçăм тайăлать сана асăнсан, ман асаттем!.. Мĕншĕн çуралман эп сан вăхăтра, хăватлă çынсем, вилĕмрен паттăр этем пур чухне?..

Эпĕ утатăп малалла, хĕвелтухăç еннелле. Куçăм курмасть - ăçта каятăп, эпĕ утатăп малалла. Куç умĕнче шевле вылять... Пĕлĕт таса юхăм шыв пек, тĕнче вĕçĕ паллă мар. Йăлтăртатать, шевле вылять, мана витлет, мана чĕнет, ман чунăма çав туртать. Кайăк йĕрет, шăпчăк юрлать хăй савнине асăнса. Чĕре вучĕ, чĕре çунни чун хавалпе каласан та тухса пĕтмест сăмахпа... Эпĕ пĕччен, манăн савни çутă шевле, çав илĕртет ман чунăма. Мана хуплĕ хура пĕлĕт, асамат кĕперĕ çулăма пÿлĕ, эпĕ утăп малалла, ăçта вылять çутă шевле. Чуна илсен вĕре çĕлен каялла памасть аллинчен. Мана чĕнет çутă шевле, ĕмĕр утăп малалла, хĕвелтухăç еннелле...

1917

 

Нарспи

Тырă вырать - кĕлте йăтăнать, утă çулать - çава вылять, тăпаç çапать - йĕтем чĕтрет - кам-ши çав?

Пир çапнă чух ял янăрать, сÿс тÿнĕ чух кисĕп хуçăлать, шыв ăснă чух тарса йынăшать - кам-ши вăл?

Хĕр сăрире шăпчăк сасси, кĕшернире пике ташши, уявсенче çил-тăвăл вăййи - кам-ши çав?

Куç хывать те - йăмра хăрать, кăчăк туртсан - вăрман ташлать, пĕр сасă парсан - каччă сикет, пĕр сăмахран тантăш пĕкĕрлет - кам-ши вăл?

Урхамаха йĕвен килмĕ, арăслана картиш çитмĕ, ăмăрт кайăкне вите тимĕ - кам-ши çав?

Кашкăр улать - сассăр пулать, çич ют сурать - типсе пырать, тăшман ятлать - хăйнех пулать - кам-ши вăл?

Ял пуянĕ, улăп тăванĕ, кăвак сухал Михетер! Пĕртен-пĕрре, куç пек таса, чечек пек хитре, пике пек тÿрĕ хĕр пур. Чун туртмасан пур пулсан та пусмăр туса пуян кĕрÿ туянаймăн. Нарспи савать çук çынна, вăл юратать тăлăха. Çамрăк чĕре туртнă енне ват пуçна тай, Михетер! Апла-капла пулмасан ÿпкев тивтĕр ху пуçна, ылхав çиттĕр ху килне. Тимĕр картине урлă пуссан, пÿлĕх парнине çылăх тусан ырă кураймăн, Михетер! Кăвак хуппи хупăнса ларĕ, вылян шевле сÿнсе тăрĕ, вĕре çĕлен хĕрне илĕ, чаплă-мухтавлă, ăслă-тирпейлĕ ял пуçĕ.

Сĕм вăрманта çил вылясан çурать юман калушне. Ĕсĕклесе йĕнĕ сасă - Нарспи сасси пулĕ çав. Кайăк-кĕшĕк тарса пĕтет, вĕçен-çÿрен лăпланса ларать, хăравçă упăте ут утланать, арçури ахăрса çÿрет - Нарспи сасси çĕр чĕтретет. [...]

Пăчă çĕрте çулçă çулçа чуптунă чух шăпчăк сасси янăрать, савать, çилленет, юна вылятать, кăкăра хĕртет, пуçа çавăрать, куçа илет - Нарспи чунĕ мар-ши çав?

Эх, Нарспи, Нарспи! Сетнер чунне илсе кайни сана çитмен пулĕ халь. Каччăпа хĕр чĕрисене вут-кăвар хĕрÿпе çунтармашкăн чарăнма санран пулмасть пуль.

Савман мăшăр пуçĕ çине алă çĕклесе хăвăн пуçна ху çирĕн, усал туса, вилĕм илсе - çын кăмăлне парăнмарăн. Ху кăмăлу, ху ирĕкĕ саншăн вилĕмрен те малта пулчĕ. Çав сăвăçă хăй те вилчĕ - унăн чунне эс илтĕн, тÿсеймерĕн уйрăлмашкăн хăвăн савнă тусупа.

1922

Новости по теме