Мĕнле çырасси пирки иккĕленсен çăлтăр шырамалла-и?

17 Пуш, 2015

Тĕнчери пур чĕлхене илсен те унта тĕрĕс çырасси çинчен калакан правилăсем тивĕçтерсех кайманни пурах. Чăваш чĕлхин орфографийĕ çинчен тавлашусем тахçантанпах пынинчен те тĕлĕнме кирлех мар апла-тăк. 1994 çулта Патшалăх Канашĕ çирĕплетнĕ правилăсене нумайăшĕ вăхăт чылай иртсен те чунпа йышăнайманнине кура 2014 çулта орфографие сÿтсе явас çĕнĕ хум пуçланчĕ. Çавна май Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Чăваш наци конгресĕ пуçарнипе ноябрь уйăхĕнче "çавра сĕтел" иртнĕччĕ. Хĕрÿ калаçусем хыççăн темиçе уйрăм сĕнÿ пулнăччĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне асăннă ыйтупа - орфографипе пунктуацин тавлашуллă саманчĕсем тавра - ăслăлăхпа практика конференцийĕ йĕркелеме сĕнсе хăварнăччĕ.

Шăпах çавна шута илсе мартăн 12-мĕшĕнче асăннă учрежденире "Чăваш орфографийĕн иртни, хальхи, пуласси" темăпа регионсен ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ чĕлхе шăпипе кăсăкланакан, уншăн пăшăрханакан 100-е яхăн çынна пĕр зала пухрĕ.

Конференцие чĕлхеçĕсем, çыравçăсемпе журналистсем, вĕрентекенсем йышлăн пуçтарăнни паянхи кун чăваш орфографийĕн ыйтăвĕсем чăннипех çивĕч пулнине çирĕплетрĕ. Çакна Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов та, конференцие пухăннисене уçăмлă йышăнусем патне çул тупма суннă май, палăртрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов калаçу пуçламăшĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90 çулĕсенчи йăнăша - çĕнĕ правилăсен пуххине васкаса йышăннине - аса илчĕ. "Пирĕн инкек - эпир пур правилăсенех вĕçне çити ăнкарса вуламаннинче е вĕсене манса кайнинче", - терĕ Петр Степанович. Каланине тĕслĕхпе çирĕплетме парламент ĕçченĕ И.А.Андреев профессор редакциленĕ "Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ" тĕрĕс çырмалли правилăсен 75-мĕш параграфĕнче çырнине аса илтерчĕ: "Текста тĕрĕс ăнланма чăрмантармасан сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырмалла. Çапах та çынсен ăс-тăнĕнче чылай сăмах ушкăнне вĕсен пĕлтерĕшĕпе формине кура пĕр сăмаха пĕрлештерес туртăм пур. Çак туртăмпа килĕшÿллĕ, ку таранччен пĕрле çырма хăнăхнă сăмахсене малашне те çаплах çырма юрать."

2013 çулта Михаил Скворцов пухса хатĕрленĕ вырăсла-чăвашла словарь пичетленсе тухнă. Унта "хĕр ача", "ытлари кун" йышши сăмахсене уйрăм çырнă /вĕсен тĕлĕнче пĕрле те çырма юрать тенине палăртса çăлтăр лартман/.

Тĕп ларура итленĕ темиçе докладран чи малтанхине Алевтина Долгова, ЧПГĂИ филологи енĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ чăваш чĕлхи орфографийĕн историйĕ çинче никĕслерĕ. Çĕр çинче халăха туллин тивĕçтерекен çыру йĕрки çуккине, тавлашуллă ыйтусене кашни халăхăн представителĕсем калаçса татăлса уçăмлатнине палăртрĕ. Алевтина Павловна тĕрĕсех асăрхаттарчĕ: чĕлхере пулса иртекен пур улшăнушăн орфографие "айăплама" кирлĕ мар.

Геннадий Дегтярев чĕлхеçĕ "капла та çырма юрать, апла та йăнăш пулмасть" тенинчен хăтăлма вăхăт çитнине палăртрĕ. Хальхи орфографи словарĕнче хăшпĕр сăмах çумне çăлтăрсем лартса тухни çăлăнăç çул-йĕрĕ мар унăн шухăшĕпе. "Иккĕленнĕ чухне çăлтăр пăхса-шыраса лармалла-и?" - ăсчах çирĕпрех йĕрке кĕртме сĕннипе килĕшмесĕр тăраймăн.

- Эпир, чĕлхеçĕсем, теорие питĕ аван пĕлетпĕр, анчах пурнăç чăнлăхĕ чылай кăткăсрах - ăна шута илмесĕр май çук. Паян эпир, чăваш халăхĕ, икĕчĕлхелĕх тытăмĕнче пурăнатпăр. Çак пулăма та курмăш пулма юрамасть. Чăвашсем, ниме йăлипе палăрнă халăх, хамăрăн малашлăха витĕм кÿрекен пысăк ыйтăва çураçулăх тупса татса параймастпăр-им? - çак сăмахсем кашнин чĕри, ăнĕ патне çитчĕр тенĕн вирлĕ каларĕ Геннадий Анатольевич.

ЧПГĂИ тепĕр филологĕ Александр Кузнецов эпир хамăрăн чĕлхери нормăсем çинчен калаçнă чухне вырăс чĕлхипе танлаштарма пăхнине сивлет. Правилăсем тавра ытти çĕршывра та хĕрÿ тавлашусем пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Акăлчан, нимĕç чĕлхисенчи орфографие улшăнусем кĕртессин кăткăслăхĕ çак чĕлхепе темиçе патшалăх усă курнипе те çыхăннине палăртрĕ. Телее, пирĕн кунашкал чăрмав çук: Чăваш Енре кăна татса памалла чылайăшне канăçсăрлантаракан ыйтăва.

Ева Лисина, Библие чăвашла куçаракансенчен пĕри, несĕлĕмĕрсем хамăра парса хăварнă мула - чĕлхене - упрамалли çинчен çирĕппĕн каларĕ. "Çĕршыв" сăмаха пĕрле çырмасан вăл пĕтĕçтерес пĕлтерĕшне çухатать. Çĕршыв вăл - пурнăç, шăпа вĕт-ха. Эппин - пĕр чăмăр. Ăна нимĕнле дефиспа та уйăрма юрамасть", - мăшăр сăмахран пулнăскере пĕрлех çырассишĕн çине тăмаллине систерет Ева Николаевна.

Чăваш халăх çыравçи Денис Гордеев чĕлхе ыйтăвĕсемпе пулакан çивĕчлĕхсене пĕтерме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ятарлă канаш йĕркелени вырăнлă пуласса палăртрĕ: "Раççей Федерацийĕн правительстви çумĕнче вырăс чĕлхин канашĕ пур-тăк регионсенче те çакнашкал канаш кирлех".

Секцисенче пĕрле е уйрăм çырмалли чикĕсене палăртасси çинчен конференцие пухăннисем хĕрÿ калаçрĕç. Сĕнÿсене ЧР Патшалăх Канашĕ çумĕнчи чĕлхе комиссийĕ тĕплĕн пăхса тухса пурне те тивĕçтерекен йышăнусем тăвасса шанатпăр.

Ирина ПУШКИНА

Теги: