Медсестрасен пĕлтерĕшĕ пысăк
1 Dec, 2016

Сывлăх сыхлавĕн министерствин Республикăн клиника офтальмологи больницинче «Медицина сестрисен сахăр диабетĕнчен сыхланмалли профилактика тата сиплев ĕçĕнчи пĕлтерĕшĕ» наука-практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри медицина организацийĕсен 150 ытла делегачĕ хутшăннă.

Конференцие уçнă май больницăн тĕп врачĕ, Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалист офтальмологĕ Дмитрий Арсютов çапла палăртнă: «Пуçласа йышăнăва килнĕ çынна тĕрĕсленĕ май медицина сестрин тĕп тĕллевĕ — сахăр диабечĕпе чирлĕ пациентăн куç патологине тупса палăртасси. Чир шала каясран сыхланасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Медицина сестрин врач- офтальмологпа пĕрле питĕ тимлĕ ĕçлемелле, мĕншĕн тесен чир пациента суккăр хăварма пултарать. Чир аталанăвне чармалла, ĕç-пуçа кăткăс хирурги операцийĕ патне çитерме юрамасть».

Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалист-эксперчĕ те медицина сестрисен ĕçне пысăка хурса хакланă. Вăл врач пулăшуçи кăна мар, унăн ĕçтешĕ те, медсестра врачпа пациент хушшинчи çыхăнушăн яваплă. Республикăн эндокринологи диспансерĕн поликлиника енĕпе ĕçлекен тĕп врачĕ Лариса Карулина сахăр диабечĕллĕ çынсене кирлĕ медпулăшупа тĕплĕн паллаштарнă — сахăр виçине чакаракан терапирен пуçласа пациента психологи пулăшăвĕ парасси таран. Çак диспансерăн тĕп медицина сестри Надежда Андреева, ыттисем хăйсен ĕçĕнче усă куракан çĕнĕ технологисем çинчен каласа панă.

Пухăннисем палăртнă тăрăх — конференци усси пысăк, вăл шурă халатлă çынсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, медсестрасен ĕçĕнчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явма май панă.

 

Н.СТЕПАНОВ.