Медальпе таврăннă

24 Авăн, 2014

Чăваш Ен шкул ачийĕсем Краснодар крайĕнчи Анапа хулинче ачасен «Смена» сиплев-вĕренÿ центрĕнче иртнĕ çĕр-шыв смотрĕнчен таврăннă. Унта вĕренекенсен физкультура хатĕрлевĕн ăсталăхне тĕрĕсленĕ.

РФ Спорт министерствипе «Раççей çамрăклăхĕ» физкультура пĕрлешĕвĕ пуçарнă смотрта Чăваш Ен чысне икĕ команда - Канаш хулинчи тата Патăрьел районĕнчи шкулсенче вĕренекенсем - хÿтĕленĕ. Хĕрсемпе яшсем 100 метрлă, 2-3 километрлă дистанцисенче вăй виçнĕ, ишевçĕсен турнирĕнче тупăшнă, çурăм çине выртса çĕкленес тата турник çинче туртăнас енĕпе ăмăртнă. Çавăн пекех çамрăксем Олимп вăййисен кун-çулĕпе те паллаштарнă. Смотр пĕтĕмлетĕвĕпе Канашри 6-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарнă. Пирĕн ентешсем спорт тупăшăвĕсенче те малти вырăнсене йышăннă, теори конкурсĕнче те палăрнă.

А.МИХАЙЛОВ.

Рубрика: