«Мазда» водительне айăпланă

25 Çу, 2015

«Мазда» курсантсене çÿреме вĕрентмелли ВАЗ-21099 çине пырса кĕнĕ те - иномаркăн 33 çулти пассажирĕ, хĕрарăм, вилмеллех суранланнă. Çакна та палăртмалла: автомобильсен иккĕшĕн рулĕ умĕнче те хĕрарăмсем пулнă. Ку тĕслĕхпе суд çак кунсенче приговор палăртнă.

Авари вара мартăн 25-мĕшĕнче каçхине «Кÿкеç - Тутаркасси - Çĕнĕ Шупашкар» çулăн 20-мĕш километрĕнче пулнă. Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан 40 çулти хĕрарăм, «Мазда-3» автомобильпе çула тухнăскер, умĕнчи транспорт хатĕрĕнчен иртме тăнă май çулăн сулахай енне тухнă. Çак самантра машина ăна «пăхăнми» пулнă. «Мазда» ВАЗпа çапăннă. Унтан иномарка çул айккине сиксе тÿнсе кайнă.

Унăн салонĕнче 33 çулти пассажир та пулнă - сурансене пула çав хĕрарăм вырăнтах вилнĕ. «Лада» рулĕ умĕнче вара 55 çулти хĕрарăм ларнă. Юнашар - инструктор. Вĕсем, телее, чĕрĕ юлнă.

Шупашкар районĕн сучĕ «Мазда» водительне çул-йĕр правилисене пăснă май асăрханмасăр çынна вилĕм кÿнĕшĕн айăпланă, условнăй майпа 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Суд унăн çул çитмен икĕ ача пуррине, вăл виççĕмĕшне çуратма хатĕрленнине шута илнĕ - çавăнпа ытла хаяр приговор палăртман-тăр. Унсăр пуçне хĕрарăмăн шар курнă ене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштарса 350 пин тенкĕ тÿлемелле.

К.НИКОЛАЕВ.

Рубрика: