Машинăшăн вăл мĕн хак тăнине пăхмаççĕ

14 Утă, 2016

Раççейре çăмăл автомобильсен вăтам çулĕ 12,5-пе танлашать — çапла пĕтĕмлетнĕ «Автостат» агентство çĕршыври транспорт хатĕрĕсен паркне тĕпченĕ май. Тĕпчевре Чăваш Ен кăтартăвĕсем те пур.

Çĕнĕ автомобильсем нумай регионсен рейтингĕнче Тутарстан малта — вăл пуян Ханты- Манси округĕнчен, Мускав хулинчен те иртнĕ. Тĕрĕссипе, малти 15 регион шутĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи 8 субъект пулни тĕлĕнтерет те. «Российская газета» çак кăтартусене пичетленĕ май çаплах çырать: «Асăннă йышра лару-тăру лайăхах мар Чăваш Енпе Мари Эл та пур. Список лидерĕсемпе пĕтĕмпех уçăмлă-ха — вĕсем аталаннă промышленноç, ĕç центрĕсем, унта чĕртавар нумай. Анчах дотациллĕ регионсенче автопарка мĕнле майпа йĕркеллĕ тытма пултараççĕ — ку ыйтăва рейтинг авторĕсем хуравламаççĕ».

Тутарстан рейтинг лидерĕ терĕмĕр — унти автомобильсем вăтамран 9,3 çулта. Ун хыççăн пирĕн округран — Пермь крайĕ, Самар облаçĕ, Чулхула облаçĕ, Удмурт тата Пушкăртстан ре-спубликисем. Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен йышĕнче 7-мĕш позицие йышăннă, Раççей шайĕнче — 13-мĕшĕнче.

Рейтинг авторĕсем çак ÿкерчĕк çывăх çулсенче улшăнма пултарасса палăртаççĕ. Раççейри çĕнĕ автомобильсен рынокĕн калăпăшĕпе Удмуртипе Чăваш Ен 18 тата 41-мĕш вырăнсене йышăннă, Мари Эл вара топ-50 йышне кĕреймен те.

Çĕршыври чи «ватă» автомобильсем Инçет Хĕвелтухăç тата Çĕпĕр регионĕсенче. Камчаткăра, сăмахран, çăмăл машинăсен вăтам çулĕ 20 çултан та иртет.

К.СТЕПАНОВ.