Маршрутсем улшăнĕç

3 Раштав, 2015

Шупашкарти хăш-пĕр троллейбус маршручĕ улшăнĕ. Ку ыйтăва унччен те хускатнăччĕ. Ун чухне 12-мĕш номерлĕ троллейбуса «Промтрактор» чарăну таран тăснăччĕ.

Халĕ вара çак номерлĕ общество транспорчĕ çÿреме пăрахасса пĕлтереççĕ. Çук, пăшăрханса ан ÿкĕр. Ун вырăнне 1-мĕш троллейбус çÿрĕ. Вăл «Университет» чарăнуран «Промтрактора» çити кайĕ. Пĕтĕмпе 34 троллейбус кашни 4 минутра çÿрĕ. 20-мĕш номерлĕ маршрута та улăштарĕç. Вăл кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчен «Маштехникум» чарăнăва çитиех çÿрĕ. Халĕ ку маршрута 7 троллейбус çеç тухать пулсан ун чухне 17 пулĕ. 20-мĕш номерлĕ троллейбус кашни 6 минутран çÿрĕ. Ку улшăнусем раштав уйăхĕн 20-мĕшĕччен вăя кĕмелле.

Рубрика: