"Манса кай мана"

Эпĕ 10-мĕш класра вĕренетĕп. Кĕçнерникун çитессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп, мĕншĕн тесен манăн юратнă хаçатăм пичетленсе тухать-çке! Почта ещĕкне почтальон «Тантăш» чиксе хăварнине курсанах чупса тухатăп, хаçата алла тытсан унти статьясемпе паллашма тытăнатăп. Мана ытларах «Çунатлă çамрăклăх» рубрика килĕшет. Хальхинче хамăн та çырмалли тупăнчĕ.

Славик кÿршĕ ялтан. Вĕсен шкул пулманран ачасем пирĕн пата вĕренме çÿреççĕ. Славик, ытти çамрăкпа танлаштарсан, чипертерех, ăслăрах курăнатчĕ. Каччă йывăрлăхра яланах алă тăсма хатĕрччĕ. Пĕрре курсах килĕштертĕм ăна. Вăл манран икĕ çул аслăччĕ, 16-раччĕ.

У р о к с е м х ы ç ç ă н у ç ă л с а çÿреттĕмĕр, уявсенче вăл мана çемçе теттесем парнелетчĕ. Кĕçех вăл шкултан вĕренсе тухрĕ, салтака кайма ят тухрĕ. Эпĕ ăна чунтан саваттăм ĕнтĕ. Кĕтсе илме шантартăм. Çичĕ уйăх пĕр-пĕрин патне çырусем вĕçтертĕмĕр, СМС-çыру шăрçаларăмăр. Йăлтах йĕркеллĕ пек туйăнатчĕ. Икĕ эрне каялла ман пата унран СМС-çыру килчĕ: "Алена, кĕтме кирлĕ мар, ман пирки манса кай". Эпĕ тÿрех ун патне шăнкăравларăм, анчах вăл телефонне сÿнтернĕччĕ ĕнтĕ. Паянхи кун та Славикпе çыхăнăва тухаймастăп. Манăн юратнă çын йĕп пек çухалчĕ. Нивушлĕ вăл хĕр тупнă? Çавăнпах телефон номерне улăштарнă-ши? Е урăх сăлтав? Нимĕн те ăнланмастăп. Ашшĕпе амăшĕнчен ыйтас — аван мар пек туйăнать. Славик манпа çапла хăтланса тĕрĕс турăм тет-ши? Мĕнпе айăпа кĕтĕм унăн умĕнче? Хисеплĕ «Тантăш» тусĕсем, эсир çакăн пирки мĕн шухăшлатăр? Мĕнле канаш панă пулăттăр?

 

АЛЕНА. Элĕк районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.