Мăнкунра çанталăк та чĕрĕлет
18 Apr, 2017 | Хыпар | Культура | Уяв

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Мăнкуна паллă турĕç. Çавна май шăматкун каçхине республикăри мĕн пур чиркÿре уяв кĕлли иртнĕ.

Шупашкарти Пукрав-Татьяна чиркĕвĕнчи кĕлле ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна тата ывăлĕ Иван хутшăннă. Мăнкун кĕллинче çавăн пекех РФ Федераци Канашĕн членĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хулин пуçлăхĕ тата хула пухăвĕн депутачĕсем пулнă. Кĕлĕ пуçланиччен тĕне ĕненекенсем Иерусалимран илсе килнĕ Сăваплă çулăма курнă. Уяв кĕллине Шупашкар-Чăваш митрополичĕ Варнава хăй ирттернĕ.

Мăнкуна Шупашкарти канупа культура паркĕсенче те анлăн паллă тунă. Сăмахран, Лакрей вăрманĕнче хула çыннисем валли уяв иртнĕ. Унта ал ĕç ăстисем мастер-классем йĕркеленĕ, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ конкурсра вăй виçнĕ, пĕчĕккисем улахра савăннă. Мăнкун ярмăрккинче уяв япалисен суту-илĕвне йĕркеленĕ, «Ровесники» культура çуртĕнче «Мăнкун — ачасен куçĕпе» курав ĕçленĕ.

ЧР Культура министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — культура учрежденийĕсенче Мăнкуна халалланă мероприятисем эрнипех иртĕç. Сăмахран, Чăваш наци музейĕнче ачасемпе ашшĕ-амăшне Мăнкун сувенирĕсем тума вĕрентĕç, А.Г.Николаев ячĕллĕ паркра тĕн юрри-кĕввин концерчĕ пулĕ. Лакрей вăрманĕнче те Мăнкун эрнин программине хатĕрленĕ. Шупашкарти чиркÿсенче «Классика» юрă капеллин юррисене ака уйăхĕн 23-мĕшĕчченех итлеме пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.