Манăн Высоцкий

25 Çĕртме, 2018

(куçарусем)
Микрофон умĕнче
Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă,
Пĕр хăнăхнă ĕçе каллех эп путăп.
Тăратăп, микрофонăм —
манăн турăш…
Çук-çук, паян вăл вутлă амбразура.

Хушса юрламалли:
Прожектор, рампа та хунар
Каварлашса сапаç кăвар
Аякăм, çурăм, питĕм тăрăх…
Ах, шăрăх! Шăрăх! Шăрăх!

Микрофона, туятăп, çывăх мар эп,
Ман сассăм такама та йăлăхтарĕ.
Тунам пĕр чĕптĕм çеç — суя кăварĕ,
Пĕр шелсĕр вăйланса,
чуна çунтарĕ.
Хушса юрламалли:

Вăл эсремет пек: çивĕчрен çÿхе!
Хăлхи кăшт йăнăшсассăн та сисет.
Сурать, «хевтеçĕм çук» — тени çине,
Хушать илмешкĕн тĕрĕс нотăсем.

Хушса юрламалли:

Паян пушшех те эп хăрăлтатап.
Анчах сасса улăштарма хăратăп.
Чун хĕлĕхне кăшт çеç пăрсан та
Тÿрлетес çук ăна вăл, тем парсан та.

Хушса юрламалли:

Авкаланать, çĕлен пек микрофон,
Пуçне хăрушшăн пăркалать.
Пĕлетĕп:
Самантлăх чарăнсан та — эс сăхан.
Юрлас пулать: вилсен вилетĕп.
Хушса юрламалли:

Ан йăшăлтат,
ан хăй тек тапранмашкăн.
Эп куртăм сăнă, эс çĕлен, чухлатăп.
Эп хам — асамçă
халь çĕлен-калташăн.
Юрлакан мар эп, кобра ăрăмлатăп.

Хушса юрламалли:

Вăл çăткăн чĕпĕ евĕр выçлăхла
çăвартанах сасса хыпса чăмларĕ.
Пуçран перет вăл
тăхăр грамм тăхлан.
Хул çĕкленмест –
алла тăллать гитара.

Хушса юрламалли:

Каллех..! Пулмасть пуль
кунăн вĕçĕ…
Ман микрофон мĕскер вăл,
мĕн ун ĕçĕ?
Вăл халь çурта пек питĕм умĕнче,
Анчах çунмасть. Эп çылăхлă çын çеç.

Хушса юрламалли:

Ман кĕввĕм ансатрах гаммăсенчен.
Анчах чуна сутам – ку ун саманчĕ:
Çапать пырса питрен те куçсенчен
Çав микрофон мĕлкийĕн саламачĕ!

Хушса юрламалли:

Куçа шарса ÿкет ман витĕр çутă.
Кĕтем-ши шăплăха е тăвăл тухĕ?
Тăратăп…
Микрофонăм манăн турăш…
Çук-çук, паян вăл — вутлă амбразура.
Хушса юрламалли:

Эп ĕлкĕреймерĕм
/Романтик тунсăхĕ/

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.