Малтисене чысларĕç

21 Çĕртме, 2016

Патăрьел районĕнчи тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсен ертÿçисем иртнĕ çулсенчи пекех пухăнса кашни ял тăрăхне çитнĕ, ял хуçалăх культурисен калчисем еплерех шăтнине пахаланă. Район администрацийĕ çуракине пысăк пахалăхпа йĕркелесе ирттернĕшĕн «Батыревский» обществăна — 1-мĕш, «Исток» агрофирмăпа Н.Федоров хресчен хуçалăхне — 2-мĕш, «Малалла» эртеле, Р.Санзяповпа Ф.Чабатов фермер хуçалăхĕсене 3-мĕш вырăнсене панă.

Райадминистраци ял хуçалăх организацийĕсем выльăха мĕнлерех хĕл каçарнине те пĕтĕмлетнĕ. «Исток» АФ хĕллехи тапхăрта чи нумай тата кашни ĕнерен вăтамран 3039 килограмм сĕт суса, мăйракаллă шултра выльăха 547,8 центнер ÿт хуштарса, 100 ĕнерен вăтамран 95 пăру илсе çĕнтернĕ. Производство-финанс кăтартăвĕсемпе 2015 çулхи чи лайăх предприятисем — «Батыревский» АХО, «Красное Знамя» ЯХПК, «Исток» АФ.

Рубрика: