Литература музейĕ - 75 çулта

21 Юпа, 2015

«Хыпар» çырăнса илекенсем республикăмăрти литература ĕç-хĕлĕпе çыхăннă тĕлпулусемпе уявсене час-часах К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче ирттерни çинчен вуласа пĕлме хăнăхнă ĕнтĕ. Паян, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче, вăл хăй 75 çул тултарнине уявлать. Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 29/20 çуртра вырнаçнă музея килнисем «Вăхăтсен çиппийĕ татăлмĕ…» /Нить времен не прервалась…/ çĕнĕ куравпа паллашнипе пĕрлех «Янташ» ушкăн чăваш юррисене шăрантарнине итлесе савăнма пултараççĕ. Уяв 14 сехетре пуçланать.

Рубрика: