Литература десерчĕ

9 Çурла, 2018

Лев Николаевич Толстой пылак çимĕç юратнине нумайăшĕ пĕлет. Çыравçăн мăшăрĕ Софья Андреевна «Повар кĕнекине» 162 рецепт çырса хунă. Унта цукатпа ярса пĕçернĕ кекс рецепчĕ те пур.

Ĕнер, çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче, К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Лев Николаевич шеф-поварпа, çыравçăпа пĕр ятлăскерпе, 8-мĕш ача садне çÿрекен шăпăрлансем тата Шупашкар, Иваново хулисенчи шкул ачисем десерт пĕçерчĕç. Маттурскерсем апат-çимĕç хатĕрлеме юратаççĕ, килте амăшне тĕпелте пулăшаççĕ, хăйсем тĕллĕн икерчĕ те пĕçереççĕ иккен. Лев Гордеев çамрăк поварсене рецепт парнелерĕ. Кекс пиçсе тухсан пурте пĕрле чей ĕçрĕç.

Валентина ФЕДОРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: 

Комментари хушас