Лигăра – чи лайăх агентсем
8 Sep, 2016 | Росгосстрах

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Росгосстрах ĕнер хăйĕн чи лайăх ĕçченĕсене — страхование аталантарма пысăк тÿпе хывнă страхлакан агентсене — чысланă.

Вĕсене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Чи малтанах компанин Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков «2016 çулхи чи лайăх страхлакан агентсен лиги» форум çĕнтерÿçĕсене мĕнле критерисем тăрăх суйласа илни çинчен каласа панă, ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă: «Чăваш Енри филиал Росгосстрах тытăмĕнче малтисен шутĕнче. 2015 çулта республикăра 1,6 миллиард тенкĕ ытла пухнă — 160 пин килĕшÿ тунă». Страхланисен çухатăвне компани туллин саплаштарать, пĕлтĕр страхованин 20,5 пин тĕслĕхĕпе 585 миллион тенкĕ тÿленĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкĕнче чи лайăх ĕçченсене хавхалантармалли форум пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă. Вăл Росгосстрах ĕçченĕсене çынсене инкекре пулăшнăшăн тав тунă: «Сыснасен Африка мурĕпе çыхăннă лару-тăрура эсир чи малтан пулăшакансем пултăр». Михаил Васильевич страхлакан компанисен тухăçлă ĕçĕ бизнеса аталантарма пулăшнине çирĕплетнĕ. Росгосстрах филиалĕ Чăваш Ен территорийĕнче лидер позицийĕсене йышăннă май компани агенчĕсем ялсенче пурнăçлакан ĕç пĕлтерĕшĕ пысăк.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре территорисене хăтлăлатас, çулсем тăвас тата юсас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине, çĕнĕ медицина, спорт, вĕрентÿ объекчĕсем хута кайнине, çĕнĕ производствăсем уçăлнине палăртнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Росгосстрахăн чылай ĕçченне Тав хучĕсем панă. Чи лайăх страхлакан агентсене тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламланă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев зала пухăннисен ыйтăвĕсене хуравланă.

Н.АНДРЕЕВ.