ЛЭП айĕнчи «хăрушă вăйăсем»

19 Чÿк, 2014

Электролинисен çывăхĕнче асăрхануллă пулмалла

Хуласемпе пысăк ялсенчи, вĕсен таврашĕнчи çĕр лаптăкĕсем хакланни, çурт-йĕр çĕклесси аталанни куç кĕрет те - паян нумайăшĕ ирĕклĕ тăваткал метрсене йышăнма тăрăшать. Пĕр енчен ку аван-ха, анчах çĕнĕ лаптăксем шыранă май хăшĕсем хăрушсăрлăх пирки манаççĕ. Строительство валли йышăнса ĕлкĕреймен çĕрсене «паллă тума» ăнтăлнă май вĕсем электропередача линийĕсен айĕнчи территорисене те куç хываççĕ.

Сывлăшри электролинисем иртекен çĕрте вара сыхлăх зонисем пур, çавна май çак çĕрсемпе уйрăм йĕркепе - чарусене шута илсе - усă курмалла. Çакă электросеть хуçалăхĕн объекчĕсем аварисĕр ĕçлессине, вĕсемпе хăрушсăрлăха уяса усă курассине тивĕçтерме кирлĕ.

- Электросеть хуçалăхĕн объекчĕсен сыхлăх зонисене палăртмалли правилăсене РФ Правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн çав çĕрсем çинче строительство, реконструкци ĕçĕсем пурнăçлама, тĕрлĕ çурт-йĕр вырнаçтарма, çавăн пекех çынсен пысăк йышĕ хутшăнакан мероприятисем йĕркелеме юрамасть, - тет «Атăл çинчи МРСК» АУОн «Чăвашэнерго» филиалĕн директорĕн хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Николай Миронов. - Анчах электросетьсен сыхлăх зонисене пăсни юлашки çулсенче энергетикăра çивĕч ыйтăва çаврăнчĕ. Çав шутра, шел, Чăваш Енре те.

Иртнĕ çулла сеть компанийĕн сотрудникĕсем çавнашкал тĕслĕхе Шупашкар çывăхĕнче - Шупашкар районĕнчи Хыркассинче - тупса палăртнă. Пысăк вольтлă электропередача линийĕ айĕнчех çаврăнăçуллă çынсем пейнтбол клубне уçнă. Территори тавра çÿллĕ карта тытнă, администрацин пулас çурчĕ валли бетон никĕс яма та ĕлкĕрнĕ.

Сыхлăх зонин чиккине ЛЭПăн напряжени класне кура палăртаççĕ: напряжени пысăкрах тăк - зона та сарлакарах. Кÿлĕ-юханшыв урлă иртекен линисемшĕн вăл икĕ айккипе хĕрринчи проводсенчен 100 м таранах. Ку тĕслĕхре сăмах ВЛ 35 кВ пирки пырать, унăн сыхлăх зони линин икĕ айккипе 15 м танлашать - шăпах çав лаптăка пейнтбол клубĕ йышăннă. Интернет-сайтсенчен пĕринче курăмлă реклама вырнаçтарнă та - «перкелешме» юратакансем кунта йышлăн килме тытăннă. Вĕсем çак вăйăсене йĕркелекенсем хăйсен клиенчĕсене мĕнешкел хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултарни пирки шухăшламан та пуль. Хăш-пĕр «стрелок» электролини юпине мишене çавăрнă - унта «пульăсенчен» юлнă сăрă йĕрĕсем те пур.

«35 кВ напряжениллĕ линисен авари пулсан провод çĕре ÿксе замыкани пулнă май ток чаракан автомат хÿтлĕхĕ те çук, - ăнлантараççĕ энергокомпанире. - Хăвăрах шухăшласа пăхăр: лини татăлсан пушар тухас, напряжени çĕре лекес пулсан çав карта хыçĕнчи çынсене мĕн кĕтет?!» Ăнман предпринимательсене вара ку шухăшлаттармасть пулас. Ростехнадзор вĕсене административлă майпа явап тыттарма йышăннă, анчах лешсем штрафпа та килĕшмеççĕ - надзор органĕн йышăнăвĕ тĕлĕшпе çăхав çырнă. Энергетиксем суд йышăнăвĕ хăйсем майлă пуласси пирки иккĕленмеççĕ-ха, анчах услам тăвас тĕллевпе ытти çын хăрушсăрлăхĕ çине сурма хатĕррисен сĕмсĕрлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ.

ЛЭПсем пысăк хăрушлăх кÿни пирки вара энергетиксем ытахальтен каламаççĕ. Çакна çирĕплетекенни - нумаях пулмасть, октябрь вĕçĕнче, Шупашкарти База тăкăрлăкĕнче пулнă инкек. КамАЗ прицепне пушатнă май автокран сывлăшри 110 кВ напряжениллĕ линие лекмен те, кран «стрели» провод патне çывхарни те çителĕклĕ пулнă. Çавна май специалистсем «электрическая дуга» текен пулăма кура ток грузовик витĕрех иртнĕ, унăн топливо бакĕнче 5 тенкĕлĕх металл укçа пысăкăш икĕ шăтăк юлнă... Ăнсăртран кăна çынсем сиенленмен, потребительсене энергипе тивĕçтересси вара темиçе сехетлĕхе «такăннă». Кунашкал тĕслĕх сайра мар. Виçĕм çулхи пăтăрмах та асрах-ха. Ун чухне Атăл леш енче кран-манипулятор водителĕн телейĕ пулнă темелле. Вăл та груз пушатнă чух 35 кВ напряжениллĕ пысăк вольтлă линие лектернĕ. Хăй тĕлĕнмелле майпа чĕрĕ-сывă юлнă, автомобиль ларнă вырăнта вара кайран та кустăрмасен çуннă резинин хăрăм йĕрĕсем вăрах упраннă теççĕ.

Сăмах май, çав База тăкăрлăкĕнчех линин сыхлăх зонипе усă курасси пирки «Чăвашэнергопа» килĕшсе татăлнă чух лаптăк çулçÿрев йĕркелеме кирлипе сăлтавланă, чăннипе вара санкцилемен автостоянка çуралнă. Çак тĕллевпе унта вак чул та сарнă - территори çĕкленнĕ, усăнса тăракан электричество провочĕсем «çывхарнă» - норма требованийĕсенчен те пĕчĕкрех. Каллех - тивĕçлĕ правилăсене сĕмсĕррĕн пăсни.

Çăмăлттайлăх инкек кÿресси те часах. Юлашки вăхăтра «Чăвашэнерго» объекчĕсенче ток çапнипе çын суранланни-вилни пулман-ха, 2010-2020 çулсенче «Атăл çинчи МРСК» АУО оборудованийĕ çинче çынсем суранланас хăрушлăха чакармалли планпа ĕçленин усси куç кĕрет. Çапах хăшĕсен асăрханусăрлăхĕ сисчĕвлентерет. Калăпăр, электролини юпине пырса тăрăнмашкăн транспорт рулĕ умĕнче мĕнешкел «харсăр» пулмалла - çулталăк пуçланнăранпа кунашкал темиçе тĕслĕхе шута илнĕ! Электроэнерги, энергооборудовани вăрлани те пурнăçпа сывлăхшăн хăрушă - вăрăсемшĕн хăйсемшĕн.

Чăн та, энергетика объекчĕсенчен тĕрлĕ пурлăх вăрлани халь сайра. Унччен кунашкал тĕслĕх çуллен темиçе теçеткеччĕ, кăçал вара пĕр преступление кăна шута илнĕ - ăна уçса панă, айăпли суд умне тăнă. Профилактика мерисем, çав шутра вырăнсенчи администрацисемпе пĕрле ĕçлесе вăхăтлăха усă курман линисемпе трансформатор подстанцийĕсене сÿтсе упрама вырнаçтарни хăйĕн çимĕçне кÿреççĕ.

Киловатсен управлăхĕ тĕлĕшпе вара лару-тăру урăхларах. Çанталăк сивĕтнĕ май энергетиксем электроэнерги çухатăвĕ ÿсессе те кĕтеççĕ - ăшăтакан хатĕрсемпе «счетчик айккипе» усă куракансем нумайланаççĕ вĕт. Хăшĕсен тÿрĕ кăмăллăхне шанни кăлăхах. «Чăвашэнерго» специалисчĕсем çулталăк пуçланнăранпа 129 пине яхăн тĕрĕслев, филиалăн хăрушсăрлăх управленийĕн специалисчĕсене явăçтарса 22 рейд ирттернĕ. Управлени пуçлăхĕ Игорь Вотяков каланă тăрăх - энергипе саккуна пăсса усă курнин 435 тĕслĕхне тупса палăртнă. Предприяти яваплăхĕн зонинче шута илмесĕр тата килĕшÿ тумасăр усă курнă энерги калăпăшĕ - 1 млн киловатт-сехет патнеллех. Сиен виçи вара 1,1 млн тенкĕрен иртнĕ. Перекетлес тĕллевпе хăшĕсем темле те чееленеççĕ: электросчетчик кăтартăвĕсене «тÿрлетеççĕ», линипе çав прибор умĕн çыхăнаççĕ, ЛЭП çине провод ывăтаççĕ... Çавна май электричество сечĕсем çине пысăк «тиев» лекет те - электроэнерги пахалăхĕ чакать. Кун пек чухне вара йăлари техника кăна сиенленмест, пушар, ытти инкек пуласси те часах. Пĕри вăрланипе пĕтĕм урам е ял нушаланать - çапла пулса тухать.

Акă мĕншĕн сеть компанийĕ унашкал потребительсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ. Тÿрĕ кăмăллăх пирки маннă потребительсене тупса палăртас енĕпе полицин участок уполномоченнăйĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Палăртса хăварар: 2013 çулхи декабрьтенпе электроэнерги вăрланăшăн явап тыттармалли административлă санкцисем те çирĕпленнĕ - штрафсене пысăклатнă: уйрăм çынсемшĕн - 1500-2000-рен 3000-4000 тенкĕ таран* должноçри çынсемшĕн - 3000-4000-рен 6000-8000 тенкĕ таран* юридици вăйĕнчи тытăмсемшĕн - 30000-40000-рен 60000-80000 тенкĕ таран.

Тепĕр самант: тÿрĕ кăмăллă потребительсем «Чăвашэнергон» хăрушсăрлăх управленийĕн «шанăç телефонĕпе» /8352/ 39-92-62/ шăнкăравласа электролинисемпе саккуна пăсса çыхăнакансем, виçев приборĕсене ятарласа пăсакансем, ытти пирки пĕлтерме пултараççĕ. Палăртни вырăнлă: республикăра пурăнакансем çак мелпе усă кураççĕ - шăнкăравсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Вĕсем ăнланаççĕ: электричествăпа саккунпа килĕшÿллĕн тата тÿрĕ кăмăлпа усă курсан кăна унпа тивĕçтерессин шанчăклăхĕпе пахалăхĕ çÿллĕ шайра пуласса кĕтни тÿрре тухĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ