Леонтий Раськина райкомра тип мунча нумай кĕртнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тылра ĕçленисенчен пĕри Леонтий Раськин Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнать. 1960-1990 çулсенче республикăн «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн вырăнти уйрăмĕсенче вăй хунисем, колхоз-совхоз техникине Патăрьелте юсаттарнисем ăна лайăх пĕлеççĕ.

«Эпĕ вăкăр хÿрине пăрман»

Фронтра алла хĕç-пăшал тытса çапăçнисем сахалланса юлчĕç. Вăрçă ачисен йышĕ те пĕчĕкленет. Чылайăшĕн асилĕвне хаçатра кун çути панăшăн эпĕ мăнаçланатăп. Вĕсем пурнăçран кайса пĕтсен хаяр çулсенче чăваш ялĕсенче мĕнле пурăнни çинчен никам та каласа параймĕ. Раськинран калаçăва çак темăран пуçлама ыйтрăм: вăрçă пуçланнине хăçан тата кам пĕлтерчĕ?
— ССР Союзĕн Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председателĕн çумĕ, Ют Çĕршыв Ĕçĕсен Халăх Комиссарĕ В.Молотов фашистсен Германийĕ çĕршыва хирĕç вăрçă пуçлассине пĕлтермесĕрех 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре тапăнса кĕни çинчен радиопа тухса калаçнине итленĕ аттепе пĕртăванни пирĕн пата чупса пычĕ. Усал хыпара унран, ахăртнех, 13 сехет хыççăн илтрĕмĕр. Манпа пĕртăван Микуль минометчик Сталинград патĕнче çапăçса пуç хунă. Çакна рота политрукĕн виçĕ кĕтеслĕ çырăвĕнчен пĕлтĕмĕр. Вăл çемье архивĕнче халĕчченех упранать.
Вăрçă пуçланнă çул, кĕркунне, эсир 13 çул тултарнă, пĕве кайнă арçын ача пулнă. Тăшман Мускав патне талпăннă чухне сирĕн пеккисене «турта хушшине тăратман-и?»
— Ĕçе çыпăçнисене пурне те колхоз производствине явăçтарнă. Хальхи ачасене хирте пучах пухтармаççĕ. Эпир пуçтарнă кĕреплепе тураса. Ăна аякри миххе тултарса пынă. Кĕлет заведующийĕ кашни ачан пучахĕсене шутласа йышăнатчĕ. Ĕçленĕшĕн кунне пĕрре апат çитернĕ. Анне крахмалран пашалу пĕçерсен питĕ савăнаттăмăр.
Ачасене тата ăçта ĕçлеттернĕ?
— Вăкăрпа хиртен йĕтеме кĕлте, фермăна улăм, вăрмантан яла вутă, çĕр улми е Елчĕк заводне, е колхоза хĕл каçарма турттарнă, тăпрана йывăç сÿрепе сÿреленĕ, йĕтемре молотилкăпа тырă çапма хутшăннă. Тепĕр чухне Сынок вăкăр йĕркеллĕ пынă чухнех чарăнса тăратчĕ. Каçанĕнчен пушăпа ик-виç хут сĕвелентерсен те вырăнтан хускалмасан пуçĕнчен çавăтса яраттăм. Çăмăлланма чарăнсан çур сехет пĕр вырăнта тăрса тарăхтаратчĕ. Тапранман пирки хăшĕ-пĕри хÿринчен пăратчĕ. Шăрăхра пăван тапăнсан тулли урапана сĕтĕрсе е шыва, е çул хĕрринчен пăрăнса хÿтлĕхе кĕрсе тăратчĕ. Каярахпа Ласточка лашапа ĕçлерĕм. Вăл вăкăр пек тарăхтармастчĕ. Чупса çÿресе сÿрелеттĕм.

Шел, вĕренме паман

Вăрçă ачисене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăласа хисепленĕ.
— Шел, вĕсен статусне вăрçă ветеранĕсемпе танлаштармарĕç пулин те медаль парса чысларĕç. Чылайăшĕн ашшĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă. Ун пеккисем патшалăхран нимле çăмăллăх илмесĕр, йы-вăррăн çитĕнчĕç. Çав наградăна 1947 çулта мана та пачĕç. Кăкăр çине ăна вăрçă çулĕсенче колхоза ертсе пынă хĕрарăм председатель çакса ячĕ.
Вăрçă ачисене пĕлÿ илме çăмăл пулман. Эсир икĕ дипломлă!
— Çапла. Патăрьелĕнче 7 класс вĕреннĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче икĕ курс пĕтертĕм. Çĕрле ачасем пыра-пыра хĕненĕ пирки киле таврăнма тиврĕ. Эпĕ питĕ вĕренесшĕнччĕ. Хусанта инженер-механика вĕреннĕ хыççăн тăван республикăна таврăнтăм, Патăрьелти «Сельхозтехникăра» нумай çул ĕçлерĕм. Унта республикăрине çеç мар, тулашри гусеницăллă тата кустăрмаллă тракторсене те юсанă. Тĕп инженерта, директорта ĕçленĕ çулсенче вĕсене саппас пай-семпе тивĕçтерессишĕн çĕршыври заводсене пĕрмай çÿреме тиврĕ.
Предприятие аталантарма тăрăшнă-и?
— Паллах! Унăн çĕнĕ объекчĕсене тутартăм: юсав мастерскойĕ, автомобильсене тивĕçтермелли станци, складсем, культура çурчĕ, 140 ачана вырнаçтарма ача сачĕ, столовăй-лавкка, предприятире ĕçлекенсем валли пурăнмалли çуртсем тата ытти объект.
«Хисеп палли» орден тата медальсен кавалерĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Ăна Чă-ваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе икĕ хутчен наградăланă.
Ырă ĕç нумай тунăшăн сире награда нумай парса хавхалантарчĕç-и?
— Темиçе çеç…
Мĕншĕн сахал?
— Наградăран ытларах выговор панă. Партин пилĕк çуллăхне пĕтĕмлетсе çынсене орден- медальпе хавхалантарчĕç, мана пĕрмай бюро ларăвĕнче тип мунча кĕртрĕç. Астумастăп çав е ку ĕçе вăхăтра туман тесе выговор миçе çатлаттарнине. Пĕтĕмпех КПСС Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секре-тарĕсем В.Тимошев тата В.Никитин пуçарнипе. Паян эпĕ сăлтавĕ «Сельхозтехникăри» çитменлĕхсенче çеç тесе шухăшламастăп. Вăл урăххинче те пулнă. Раськинсем ал ĕç ăстисемччĕ, ытларах хăйсем тĕллĕн платникре ĕçлесе укçа тума пĕлетчĕç. Çакă пĕрремĕш секретарьсене килĕшмен. Тăвансен пултарулăхĕшĕн «чышкă-маклашкă» мана лекнĕ.

Ура нумай хунă

— Сире ура хунă иккен…
— Пайтах! КПСС Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ П.Мужиков çапла калатчĕ: «Атте-анне начарри ырлăха мар — хурлăха». Чăн та, манăн пурнăçра çапла пулса тухрĕ. Атте-анне вĕренсе- ĕçлесе пысăк çынна тухман. Çавăнпа «патак сахал мар тиврĕ». «Ача садĕнче вырăн, пурăнмалли çуртра хваттер уйăрмасть, «Сельхозтехникăна» ĕçе илмест, трактор шанса памасть» тесе, ытти сăлтав тупса ман пирки çăхав пĕрмай çыратчĕç парти райкомне. Ун чухне ертÿçĕсене вĕсемпе тинкене илнĕ. Малалла вулас...
 

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.