Леонид Черкесов гроссмейстерсене ăнăçу сунчĕ

10 Ака, 2016

Паян, ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче Владимир Сергиевский ячĕллĕ Пĕтĕм çĕршыври шахмат турнирĕ уçăлчĕ. Раççей шайĕнчи ăмăртура хăйсен ăсне кăтартма çĕршыври вун-вун регионтан кăна мар, Беларуçпа Арменирен те шахмат вăййин ăстисем килсе çитнĕ.

Вĕсене виçĕ кун иртекен тупăшусенче ăнăçу сунма сцена çине Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Пĕтĕм Раççейри шахмат спорчĕн федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Марк Глуховский хăпарчĕç. Леонид Ильич Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн салам сăмахĕсене вуларĕ, сумлă ăмăртăва Шупашкарта хамăр ентеше, çĕршывăн 1966 çулхи чемпионне Владимир Дмитриевича халалласа иртнĕшĕн савăннине, çамрăксемшĕн çакă ырă тĕслĕх пулассине палăртрĕ.

Марк Глуховский ку турнир шахмат федерацийĕшĕн тата шахматистсемшĕн хăйсемшĕн сумлă тупăшу пулнине çирĕплетрĕ. Сăлтавĕ паллă: кунта Раççейри тата чикĕ леш енчи чи вăйлă гроссмейстерсем пухăннă. Çавăнпа ăмăрту хĕрÿ пуласси иккĕлентермест. Палăртса хăварар: турнир Шупашкарти «Чебоксары-Арена» пăр керменĕнче ака уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче иртет, унта 200 яхăн шахматист хутшăнать. Парне фончĕ - 650 пин тенкĕ.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ

Рубрика: