Лайăх туйăм парнелекен вăйă

14 Утă, 2016

Ĕнер, утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче, тĕп хулари "Олимпийский" стадионта Чăваш Республикин Правительствин тата ВТБ 24 командисем мини-футбол енĕпе юлташла тĕлпулу ирттернĕ.

Правительство командине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă, банк ĕçченĕсенне — "Шупашкар" ВТБ 24 РООн управляющийĕ Владимир Царев.

Матч умĕн ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май çак шухăша палăртнă: тренировкăсене пула республика Правительствин членĕсем вăй-хал тĕлĕшĕнчен хăйсене лайăх туяççĕ. Çак шухăша таймсен хушшинчи тăхтавра Владимир Царев та çирĕплетнĕ. "Чăваш Ен Пуçлăхĕн команди лайăх вылянине тÿрех туйса илтĕмĕр, пирĕн команда хальлĕхе кăштах вăйсăртарах-ха", — тенĕ вăл.

Матч вĕçленнĕ хыççăн Михаил Игнатьев вăййа пĕтĕмлетнĕ, спорт лайăх кăмăл парнеленине, интеллектпа вăй-хала аталантарнине, çакă пĕтĕмпех Правительство членĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшнине палăртнă. "Унсăр пуçне командăпа выляни пĕр-пĕрне шанма, çывăхланма май парать, пĕрлехи ĕç тухăçлăхне ÿстерет", — тенĕ вăл.

Рубрика: