Вăрнар районĕ. Вăрнарти ача-пăча искусствăсен шкулĕнче преподавательте ĕçлекен Владислав Кудряшовăн «Тăван пÿрт урати патне таврăнсан» куравĕ уçăлнă. Ăна ăста пултарулăх ĕçне пуçăннăранпа 40 çул çитнине халалланă. Экспозицире — 42 картина. Вĕсенче Вăрнар урамĕсемпе çурчĕсем, Вурнарка шывĕ, тавралăх илемĕпе ĕлккенлĕхĕ сăнланнă. Автор хăйĕн картинисенче Кÿстÿмĕре уйрăмах пысăк вырăн уйăрнă.

Патшалăх Канашĕн, районсемпе хуласен тата ял тăрăхĕсен депутачĕсен авăнăн 10-мĕшĕнчи хушма суйлавĕнче мандатлă пулса тăнă 70 çынран 68-шĕ — "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕсем. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсемпе курнăçас тени ăнсăртран мар.

Тĕлпулу ĕнер Наци библиотекин залĕнче иртрĕ.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси патшалăх шайĕнчи пысăк тĕллев пулнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăтăшах палăртать.

Хырăм хытиччен култаракан, хитре сассипе юрласа чуна тыткăнлакан, пултарулăх каçĕсенче зал тулли халăх пуçтаракан Петр Ермолаев — паян пирĕн тĕпел хăни. Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмра çуралса ÿснĕ шоуменăн ачалăхĕ сирĕншĕн те питĕ кăсăклă пуласса шанатпăр.

Комсомольскинчи 2-мĕш шкулта тăххăрмĕш класра азербайджан хĕрĕ Назрин Джаббарова вĕренет. Вăл вун пилĕк çулта. Çак хĕр ача питĕ çутă та ăшă чунлă пулнине унпа калаçнă май туйса илтĕм. Унăн таса сасси тата савăнăçлă кулли класра уççăн янăрарĕ.

Pages

Subscribe to