17 Юпа, 2014

Шкул ачисем те наркотикпа иртĕхеççĕ

Нумаях пулмасть Раççейри темиçе регионта çĕнĕ йышши наркотикпа наркăмăшланнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Ăна пула çут тĕнчепе сыв пуллашнисем те пур. Шел, çак амак пирĕн республикăран та пăрăнман. Кĕске хушăрах 156 çын регионти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене паллă мар наркотикпа наркăмăшланнăран пынă. Вĕсенчен 25-шĕн диагнозне çирĕплетнĕ. Çивĕч çак ыйту тавра кулленех калаçатпăр пулин те лару-тăру улшăнни курăнмасть. Наркотикпа ашкăнакансен йышĕ пĕрмай ÿсет. Ытларах чухне унăн серепине çул çитмен ачасем тата аслă шкулсенче вĕренекенсем çакланаççĕ.

17 Юпа, 2014

Пурнăç çулĕпе - ахăлтатса кулса...

Шăпаран тараймăн... Çак сăмах çаврăнăшĕ кашнин чĕлхи çинчех пур. Елчĕк тăрăхĕн тулăхлă çĕрĕ çинче, ĕлĕкрен упранакан йăла-йĕркене хисеплекен чăн чăвашсен хушшинче, Патреккел ялĕнчи паллă юрăç тата композитор Геннадий Борисов çемйинче çуралнă Полина Борисовăна та шăпа юрăç пулма суйласа илнĕ. Пĕрре паллашсан Полинăна манма питĕ йывăр. Йăрăс пÿллĕскер, чакăр хăмăр куçлăскер, илемлĕ саслăскер пурнăçа питĕ юратать, нихăçан та алă усса лармасть, мĕн пур йывăрлăха ахăлтатса кулса çĕнтерет.

17 Юпа, 2014

“Пирĕн республикăра кунашкал мероприяти пулманччĕ”

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум иртрĕ. Уява тĕнчери 20 çĕр-шыв, Раççей Федерацийĕн 81 субъекчĕн çыннисем çитнĕ. Çав шутра - министрсем, кĕпĕрнаттăрсем, Правительство ĕçченĕсем, паллă спортсменсем. Мероприятие хутшăннă аккредитациленнĕ çынсем 2767-ĕн пулнă.

17 Юпа, 2014

Черетлĕ çул çÿрев вĕсене савăнăç кÿрĕ

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти психологи, педагогика тата реабилитаципе коррекци центрĕнче «Ачалăха тавăр» проектпа килĕшÿллĕн иртекен «Ума палата» вăййăн регионти тапхăрĕ иртрĕ.

17 Юпа, 2014

«Хресчен сасси - Кил» 81 /2493/ №. 17.10.2014.

Паянхи номерте:
«Килех чун туртать, анчах...»
Украинăран тарса килнĕ çемье Чăваш çĕрĕнче хÿтлĕх тупни çинчен хаçатăн 1 тата 3-мĕш страницисенче çутатнă.
Халех акса хăварар
Ан кăшлаччăр
17 Юпа, 2014

«Килех чун туртать, анчах...»

- Ывăлăм, пире Чăваш Республикине яраççĕ. Ăçтарах вырнаçнă-ши вăл, пĕлме тăрăш-ха, - тенĕ амăшĕ Украинăра юлнă аслă ывăлне шăнкăравласа. Кăштахран хурав илтнĕ:

- Таçта, кăнтăр енче.

17 Юпа, 2014

Кавăн сĕткенĕ

Хамăра яланах лайăх туяс тесен тăтăшах витамин апачĕ çимелле. Анчах улма-çырлапа пахча çимĕçĕ сахал чухне кĕркуннепе хĕлле йывăрлăхран мĕнле тухмалла-ха? Кун пек чухне сывлăхĕ пирки пăшăрханакансене кавăн сĕткенĕ пулăшĕ. Мĕнрен усăллă-ха вăл?

Унта В, С, Р, РР, Е, К ушкăнри витаминсем, кали, магни, кальци, пăхăр, кобальт, цинк, йод пур.

Кавăн сĕткенĕ хырăмлăхпа пыршăлăх, чĕре ĕçне лайăхлатать, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен пулăшать, шыççа ирттерме пулăшнипе тата температурăна чакарнипе паллă, çавăнпах шăнса пăсăлсан тата грипп чухне усă кураççĕ унпа.

16 Юпа, 2014

«Тантăш» № 42 (4404), октябрь, 15

Шутлă кун хăвăрт иртет тени сирĕнтен кашни пĕлет. Эсир «Тантăш», «Тетте» тата «Самант» çырăнма манман-и/ Çитĕннисем хăйсен ачисене, мăнукĕсене хаçат-журналсăр хăвармасса шанатпăр.

Pages