22 Юпа, 2014

Çĕнĕ кун тухăçран пуçланать

- Чунпа та, юнпа та - чăваш эпĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче пирĕн çемье Нева çинчи хулана куçса кайнă. Ун чухне эпĕ алăри ача пулнă, - çак сăмахсенчен пуçласа ячĕ калаçăвне Игорь Степанович Нефедов микробиолог. - Юлашки хут тăван тăрăхра 10 çул каялла пулнăччĕ. Мĕн чухлĕ улшăну пулса иртнĕ унтанпа кунта?

Игорь Степанович Ленинградри Тинĕс-çар медицина академийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухсан Инçет Хĕвел тухăçне çул тытнă. Ăна тÿрех Лăпкă океан флочĕн эпидемиологĕн пуканне шанса панă. Каярахпа микробиологи институчĕ йĕркеленсен ентеше унта ĕçлеме чĕнсе илнĕ.

22 Юпа, 2014

Чĕрери чи ырă туйăмсем - сире валли

Калмăк Республикин театрĕ пĕрремĕш хут Чăваш Ене гастроле килнĕ.  Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ юпан 7-11-мĕшĕсенче Калмăк Республикинче гастрольте пулчĕ. Чăваш артисчĕсем Элистари Б.Басангов ячĕллĕ Наци драма театрĕн сцени çинче вун пилĕк спектакль кăтартрĕç.

22 Юпа, 2014

Илемлĕх тымарĕсем

Нумаях пулмасть Шупашкара Санкт-Петербургра пурăнакан паллă культуролог Алексей Иванов-Эхвет килсе кайрĕ. Вăл чăваш искусствин тымарĕсене питĕ тарăннăн тĕпченĕ, «По следам находок» /1977/, «Музы ищут приют» /1987/ кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

22 Юпа, 2014

Киллер - упăшка валли

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче лăпкă шутланакан Чăваш Енре те саккас парса çынна вĕлерттерни пулкаланăччĕ-ха. Юлашки çулсенче унашкаллине ас тумастпăр. Саккас параканни хĕрарăм, преступлени объекчĕ вара унăн упăшки - кун пекки пушшех пулман. Иртнĕ хĕлле пулнă. Чăн та, хĕрарăмăн тĕллевĕ тÿрре тухман.

Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ çак кунсенче приговор палăртнă. 35 çулти хĕрарăма тара тытса çын вĕлерессине йĕркеленĕшĕн айăпланă. Ăна 5 çул çурăлăха ирĕклĕхсĕр хăварса пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

22 Юпа, 2014

Çут çанталăк синкерне çĕнтерсе

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи çанталăк халăха самаях шар кăтартрĕ. Республикăн çурçĕр районĕсенче пăрлă çумăрпа йĕпе юр çунăран çул-йĕре, йывăçсене, электролиние пăрлантарчĕ. Çавна май йывăçсем хуçăлса анчĕç, çутă юписем тÿнчĕç, пралуксем татăлчĕç.

22 Юпа, 2014

Ӳркенменрен сĕтел авăнать

«Выльăх-чĕрлĕх тытакан çын тутă пулнă», - теççĕ халăхра. Çак сăмахсем Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан Горшковсем çинчен каланăнах туйăнать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ вĕсем. Сĕтел яланах килте туса илнĕ апат-çимĕçпе пуян.

22 Юпа, 2014

«Алă айĕнче пулсан кивçене кĕместĕн»

Кам шухăшланă Вăрмар районĕнчи «Арабоси» хуçалăх арканасса? Республикăра чи малтан тенĕ пек сĕт сумалли тата сивĕтмелли залсем хута кайрĕç-çке кунта. Сыснасене ангарта хулăн ай сарăмĕпе усрасси те шăпах çакăнтан вăй илсе сарăлнă.

22 Юпа, 2014

Ĕçлеме пĕлни тупăш кÿрет

Ялти культура çурчĕ умĕнче çавăн чухлĕ чечек нихăш тăрăхра та курман эпĕ. Оранжерейăпа танлаштарма пулать. Тĕрлĕрен тĕрли куçа илĕртет. Лаптăка карта тытса та çавăрман. «Выльăх-чĕрлĕх таптасран та шикленмеççĕ», - шухăшларăм хам тĕллĕн.

Культура урамран пуçланать

Pages