11 Нарăс, 2015

Суйлав, капиталлă юсав тата... «çĕнĕ-кивĕ» депутат

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ 28-мĕш сессийĕнче депутатсем икĕ теçеткене яхăн ыйтăва пăхса тухрĕç. Кун йĕркинче - саккунсене кĕртмелли улшăнусем, шалти ĕçсен министрĕн отчечĕ тата ыт. те.

11 Нарăс, 2015

«Асапланатпăр такама пуйтарма!»

Валентина ИЛЬИНА /Красноармейски районĕ/:

- "Сĕт хакĕ чакать" статьяна тарăхса вуларăм. Продукци пуçтаракансем январьтен сутлăх хака 2-шер тенкĕ сахаллатрĕç. Красноармейски районĕнче кашни литршăн 18 тенкĕ тÿлеççĕ. Лавккасенче те йÿнетсен эпир, килти хуçалăхра ĕне усракансем, кÿренместĕмĕр. Иртнĕ уйăхсенче вĕсенче хаклансах пычĕ!

Пĕлтĕрхи кĕркуннеренпе фураж, утă-улăм, хутăш апат хакĕ хăпарчĕ. Иртнĕ çул вĕсене çителĕклĕ хатĕрлеменнисен е туянма кĕсьерен укçа нумай кăлармалла, е выльăха типĕ улăм çеç çитермелле /паллах, унпа кăна ĕне сĕт начар антарать/.

11 Нарăс, 2015

Çамрăксен правительствине - пуçаруллисене

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çамрăксен правительствине туса хурасси çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Ăна хĕрсемпе каччăсене республикăн обществăпа политика пурнăçне тата пуçаруллăрах явăçтарас тесе йĕркелеççĕ.

11 Нарăс, 2015

"Сывлăх", 5 /821/ №, 11. 02. 2015

о "Кăвак йод"çинчен.
о Шăнса пăсăлсан витĕмлĕ.
о Чĕре таппи хăвăртлансан.
о Çул хĕрринче, пахчара ÿсет.
о Ăçта микроб нумайрах?
о Тĕллев - сахăра чакарасси.
о Пысăк пÿрне сыппи кукăрăлсан.
о Юн тымарĕсене çирĕплетет.
о Сивĕ çанталăкра.
о Хĕлле бронхит тĕлĕрмест.
о Куçа ялан хускатасчĕ.
о Диета пысăк вырăн йышăнать.
о Мăй чăтма çук ыратать.
11 Нарăс, 2015

Хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать

Ольга Зубова Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен 2009 çулта вĕренсе тухнă. Интернатура хыççăн Питĕрти патшалăх медицина институчĕнче пĕлĕве ÿстерсе «Трансфузиологи» специальноçпа сертификат илнĕ. Ольга Владимировна 2010 çултанпа республикăн юн илекен станцийĕнче ĕçлет.

Pages