11 Нарăс, 2015

Сергей Павлов: «Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ»

Çак кунсенче агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнăва асăрхаса тăракан правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсенчи ялхуçалăх управленийĕн, апат-çимĕç тата тирпейлекен предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

11 Нарăс, 2015

Кинĕ килтĕр кăнтăртан, çимĕç çиттĕр пахчаран

"Хĕрсем пирки хамăн ывăлсене эпĕ тахçанах каласа хунă. Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен кин кĕртмелле пултăр тенĕ. Кăнтăр енчи хĕрсем мĕн пĕчĕкрен севок сухан йăранĕ çинче пилĕк аваççĕ. Ĕç мĕнне аван пĕлсе ÿсеççĕ", - çапларах каласа тĕлĕнтернĕччĕ мана пĕр çулçÿревре виçĕ каччă ашшĕ.

11 Нарăс, 2015

Сиккассисен пултарулăхĕ

«Тарават» çемьепе тăванлăх ансамбльне ялта çеç мар, таврара та аван пĕлеççĕ. 2005 çулта йĕркеленнĕскер çулсерен çирĕпленсе вăй илет. Унта çамрăк ăрăва явăçтарни унăн малашлăхĕ пуррине пĕлтерет.

11 Нарăс, 2015

Суйласа туянни усса кайтăр

"Хĕвел çутипе тăранса пурăнакансене ăмсанатăп", - тет пĕлĕшĕм тĕнчери çĕнĕлĕхсемпе питех те кăсăкланаканскер. Унашкаллисем нумаях мар-мĕн çĕр çинче. Анчах паянхи пурнăçра вĕсене кам ăмсанмĕ? Хаксем ÿснĕ хыççăн тепри сахалрах çиме тăрăшать. Апат-çимĕçе ĕлĕкхи пек лавккаран е пасартан сумки-сумкипе çĕклемест. Сывлăхшăн усăллă пахчаçимĕç туянма укçа енчĕкне самай пушатма тивет.

11 Нарăс, 2015

Чире эмелсĕр сиплеймĕн

Апат-çимĕçпе пĕрлех аптекăри эмелсем те хакланма пуçларĕç. Çавна май Раççейри фармацевтика рынокĕнче эмелсен хакне саккунсăр майпа ÿстернине хирĕç тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Çак пулăма аптека тытса тăракансем туяну хакĕ хăпарнипе сăлтавлаççĕ. Анчах та ютра çеç мар, хамăр çĕршывра кăларнисем те хакланнă-çке. Çавăнпа тĕрĕслевçĕсем фармацевтика заводĕнчен пуçласа суту-илÿ вырăнĕ таранах тĕрĕслеççĕ. Сăмахран, çĕршывăн тĕп хулинчи аптекăра андипала маларах 5 тенкĕпе туяннă пулсан халĕ вăл 23 тенкĕ тăрать.

11 Нарăс, 2015

Çĕр пайĕн чиккисем çинчен манман-и?

Çĕр пайĕпе усă курма ирĕк панине ĕнентерекен документ алăра пулни кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Анчах тепĕр чухне çак документăн усси çукпа пĕрех. Мĕншĕн çапла пулса тухать? Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çĕр пайĕн чиккисене палăртса патшалăхăн куçман пурлăх кадастрне кĕртмен пулсан çыннăн çĕр лаптăкĕ çук пулса тухать.

11 Нарăс, 2015

Паттăрсене халалланă

Чăваш кĕнеке издательствинче вăтам тата аслă çулти шкул ачисем валли «Болгаро-чувашские богатыри, исторические предания» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Авторĕ - Иван Тенюшев. Кăларăм И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тава тивĕçлĕ профессорĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Д. Димитриев çырнă «Истори урхамахĕ малалла талпăнать» умсăмахпа уçăлать.

10 Нарăс, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкине Сергей Мягковăн «Тухтăр пылчăкпа сипленме хушрĕ» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра «Упăшкипе арăмĕ: ĕлĕкхипе хальхи» ÿкерчĕксем вырăн тупнă.

«Саккун йĕрки çирĕп» рубрикăри материалсем вулаканшăн кăсăклă пуласса шанатпăр.

"Пулать вĕт", "Кулăш, пулăш!" рубрикăсенче кулăш материалĕсем çапăннă.

Çавăн пекех журналта А. Савельев-Сасăн «Симĕс шăлавар», Николай Карайăн «Пăрçа яшки» калавĕсемпе паллашма пулать. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

10 Нарăс, 2015

Канашăн çĕнтерес шанăç пысăк

Раççей Правительствин экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕ çумĕнчи монохуласен уйрăмĕнчен Канаша пысăк ушкăн килни халиччен пулманччĕ-ха.

Делегацие ертсе пыракансемпе банкирсем татăклă йышăну тăвиччен хула мĕнлерех пурăннине пĕлме килнĕ. Темиçе предприятие çитсе курнă хыççăн журналистсем ушкăн ертÿçине Ирина Макиевăна сырса илчĕç.

10 Нарăс, 2015

Пĕрле ĕçлемешкĕн йыхравлатпăр

Раççей Федерацийĕн Правительствин 2015 çулхи январь уйăхĕн 22-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсене ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăмра хушма мероприятисене пурнăçа кĕртмешкĕн федераци бюджетĕнчен 2015 çулта субсиди уйăрса парасси тата валеçесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби кăçал ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăмра ирттермелли хушма мероприятисен программине хатĕрлеме тытăннă.

Pages