Лаш Таяпара - пулăçсен фестивалĕ

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулăç сахал мар. Хĕллехи сивĕ кунсенче те вĕсем юратнă ĕçне пăрахмаççĕ. Çак кунсенче пулăçсем Идут çырмине фестивале пухăннă.

Хĕллехи сезон вĕçленнине халалланă уява Елчĕк тăрăхĕн, Шупашкар районĕн тата Тутарстанри Çĕпрел командисем хутшăннă. Вĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, Леонид Князев сунарçă тата ыттисем саламланă. Пулăçсем тĕрлĕ ăмăртура мала тухассишĕн тупăшнă. Пăралас енĕпе Лаш Таяпа çынни Юрий Яковлев çĕнтернĕ. Чи пысăк пулла Владимир Игнатьев тытнă, чи пĕчĕкки Шупашкар районĕнчи Петр Тунгулов вăлтине лекнĕ. Аслă Таяпа ачисем Даниил Медведевпа Андрей Руссаков «Чи çамрăк пулăç» ята тивĕçнĕ, чи асли - Елчĕкри Николай Афанасьев. Командăсен хушшинче Елчĕк салин командине никам та çитеймен, хастарскерсем пулла пуринчен ытларах тытнă.


Е.АНДРЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.