«Лар, аннеçĕм, юнашар»

3 Чÿк, 2015

Ял çынни яланах театра кăмăлланă. Ялта спектакльсем лартни унта пурăнакансен кăмăл-туйăмне çĕклет кăна мар, вĕсен культура шайне ÿстерет.

Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актăрĕсене Ирина Садовниковăпа Николай Булаткина асра тытса «Асамлă чаршав» фестиваль иртет. Унпа килĕшÿллĕн Сĕренкассинчи культура çуртĕнче Иван Гладких пьесипе «Лар, аннеçĕм, юнашар» спектакль лартнă. Автор мелодрамăра хĕрĕсемпе ватă амăшĕ хушшинчи хутшăнăва уçса панă. Амăшĕ ĕмĕр тăршшĕпе пухнă тупрана кама памалла-ши тесе шухăшлать. Сюжет аталанăвне кÿршĕ хĕрарăмĕпе мăнукĕ Олеся та хутшăнаççĕ. Тĕп сăнара пурте хăйне май юратаççĕ. Анчах çывăх çыннисем ырă тăвас тенине пула спектакль трагедипе вĕçленет.

А.ГРОМОВА.

Рубрика: