Пĕр лаптăк та пушă ан вырттăр

17 Раштав, 2015

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслекен патшалăх комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Çĕр те патшалăх пурлăхне кĕрет. Çулталăк пуçламăшĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, анчах усă курмасăр пушă выртакан лаптăксем республикăра 40 пин гектар ытларах тесе пĕлтернĕччĕ. Районсенче тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем 140 пин гектара яхăнах иккен. Çул хыççăн çул иртет. Çеремленнĕ çĕрпе хăçан туллин тата тухăçлăн усă курма пуçлĕç? Ыйту ларăва пухăннисене çивĕч калаçтарчĕ.

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева, Федерацин регистраци, кадастр тата картографи енĕпе ĕçлекен патшалăх службин Чăваш Енри управлени ертÿçи Екатерина Карпеева, Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорĕ енĕпе ĕçлекен Чăваш Енри управленийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Палькин патшалăх çĕр надзорĕ тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсем республикăра кăçал çĕрпе епле усă курнине тĕрĕслени, 2016 çулта çак ĕçе мĕнле йĕркелесси пирки доклад турĕç.

Рубрика: